Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕрентекенĕн ĕçĕ пархатарлă

 
 
Вĕрентекенĕн ĕçĕ пархатарлă. Пирĕнтен кашниех хăйне вĕрентекенсене юратса аса илет. Ỹлĕмрен те районти педагогсен коллективĕ кашни ачана пысăк пахалăхлă пĕлỹ, тĕнче тата наци культурин йăлисемпе килĕшỹллĕн воспитани пама вăй çитерессе, пысăк тăрăшулăх кăтартасса шансах тăратăп.
Паянхи куна районти вĕрентỹ системинче пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 11 вăтам, 7 тĕп, 9 пуçламăш шкулсем, 7 ача сачĕ тата шкулсем çумĕнче 20 шкул çулне çитмен ача-пăча ушкăнĕ, ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ, канупа сывлăха çирĕплетмелли "Романтика" лагерь шутланса тăраççĕ.
2005-2006 вĕренỹ çулĕнче 3927 ача парта хушшине лараççĕ. Районти шкулсемпе ача-пăча учрежденийĕсенче 634 педагог ĕçлет Њ443 - шкулсенче, 116 - ача сачĕсенче, 75 - хушма пĕлỹ паракан учрежденисенчеЌ. Вĕсенчен 16-шĕ - "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" ята, "Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕ" знака илме 57 çын тивĕçнĕ. Учительсем хăйсен квалификаци шайне çулсерен ỹстерсе пыраççĕ. Аслă категориллĕ учительсем - 24 Њ5,4ЏЌ* пĕрремĕш категориллĕ - 252 Њ56,9ЏЌ* иккĕмĕш категориллĕ - 124 Њ28,0ЏЌ. Шкулсемпе ача сачĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне кĕтсе илме хатĕр. Вĕсенче юсав ĕçĕсем чылай туса ирттернĕ. Часах шкулсем ỹссе тĕрекленнĕ, каникула усăллă та хаваслă ирттернĕ ачасене пĕлỹ ытамне илĕç.
Район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕ 2004-2005 вĕренỹ çулĕн итогĕсене пĕтĕмлетрĕ, 2005-2006 вĕренỹ çулĕн тĕп задачисене палăртрĕ. Çитĕнсе пыракан ăрăва пахалăхлă пĕлỹ парас тĕлĕшпе районта системлă улшăнусем пулса пыраççĕ: укçа уйăрса памалли экономикăлла механизм тытăмне çĕнĕлле туни, вĕренỹ пахалăхне кирлĕ шайра тытса пырассин эффективлă системине йĕркелени, вĕренỹ процесĕнче инноваци моделĕсене аталантарасси, вĕрентỹ системине ертсе пырас ĕçре обществăлла управлени формисене йĕркелесси, бизнес представителĕсене вĕренỹ ыйтăвĕсене татса парас ĕçе активлăрах явăçтарасси.
 
 



24 августа 2005
00:00
Поделиться