Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Çунана - çулла, урапана - хĕлле"

· о Коммуналлă хуçалăх

"Çунана - çулла, урапана - хĕлле"

хатĕрлемелле текен ватисен сăмахĕ паянхи кун та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Эпир, "Чуваштеплоэнергогаз" тулли мар яваплă обществăн "Урмарытеплосеть" филиалĕн ĕçченĕсем, хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленессипе тĕллевлĕ ĕçлетпĕр. Кăçалхи 7 уйăх кăтартăвĕсем те курăмлă. Пурĕ 465 метр тăршшĕ ăшă пыракан трассăна тĕпрен улăштарнă. Пурĕ 300 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. К.Иванов урамĕнче 170 метр тăршшĕ ăшă пыракан пăрăхсене улăштарнă. Хальхи вăхăтра пирĕн рабочисем Советская урамра ĕçлеççĕ. Кунта иккĕмĕш бригада вăй хурать. Вĕсене Н.Семенов мастер ертсе пырать. М.Иванов, А.Семенов, В.Михайлов, Г.Александров слесарьсем, С.Тиканов сварщик ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсем 110 метр тăршшĕ ăшă пыракан пăрăхсене тĕпрен улăштарнă, вĕсене полиэтиленпа чĕркенĕ. Ку вара пăрăхсенчен ăшă тартмасть тата чылай çул упранма май пур. Поселокри пĕрремĕш номерлĕ ача сачĕ патĕнче пăрăхсене улăштарнă. Кăçал пурнăçламалли ĕçсем сахал мар. Планра Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулăн, Арапуçĕнчи участок больницин, Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн ăшă пыракан трассăсене çĕнетмелле. Çак ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ çителĕксĕрри ура хурать. Çитес вăхăтра райадминистраци 200 пин тенкĕ ытла уйăрма пăхнă. Вăл вара юсав ĕçĕсене пурнăçлама çитмелле тесе шутлатăп. Поселокпа пурĕ 12 километр ăшă пыракан трасса хывнă пулсан, вĕсенчен 50 проценчĕ амортизаци вăхăчĕ тухнă. Пирĕн тĕллев - кашни çул ăшă пыракан трассăна çĕнетсе пырасси. 2004-2005 çулсенчи хутса ăшăтмалли сезон пĕр кăлтăксăр иртрĕ. Кăçал та çавăн пекех пуласса шанатăп.

Котельнăйсем те хĕле хатĕрпе пĕрех. Поселокри пĕрремĕшпе иккĕмĕш котельнăйсем ĕçе хатĕр. Çавăн пекех Арапуç участок больницинчи, Кĕтеснерти, Энĕшпуçĕнчи, Мăнçырмари шкулсенче котельнăйсене хута янă. Котельнăйсем валли кăçал 180 пин тенкĕлĕх оборудовани туяннă.

Паянхи куна илес пулсан, штатра 83 çын шутланать. Пурĕ 6 ĕç бригади вăй хурать. Ĕçлемелли, пурнăçа кĕртмелли чылай. Анчах парăмсем пурри та чăрмав кỹрет. Акă çут çанталăк газĕшĕн кăна "Чувашрегионгаз" тулли мар яваплă обществăна 456 пин тенкĕ тỹлемелле. Унсăр пуçне рабочисене ĕç укçи парасси те вăраха тăсăлнă. Сăлтавĕ - абонентсем коммуналлă пулăшусемшĕн укçа-тенкĕ вăхăтра тỹлеменни. Абонентсем парăмсене вăхăтра татса пырсан, ĕç хăвăртлăхĕ те ỹсĕ, пахалăхĕ те пысăк пулĕ.

Ю. НИКИТИН,

"Урмарытеплосеть" филиал пуçлăхĕ.



07 сентября 2005
00:00
Поделиться