Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Эпир пурте пĕр тан"

о Вырма-2005

"Эпир пурте пĕр тан", -

терĕ "АгроВладина тулли мар яваплă обществăн пуçлăхĕ В.Петров эпир унпа чашкăрса ỹсекен тулă пуссинче тĕл пулнă чух. Кунта вĕсен çурхи тулă. Пучахĕсем туп-тулли, пуçĕсене уснă. Çакă вара пуçлăха çурхи ĕçсемшĕн тав тунăн туйăнать. "Пĕр гектартан сахалтан та 40 центнер тухасса шансах тăратпăр", - тет В.Петров хĕрлĕрех сăнлă курăнакан тулă пусси çине ăшшăн тинкерсе.

Владимир Васильевич Петров 1960 Çỹлти Кинчер ялĕнче кун çути курнă. Мĕн ачаран унăн пурнăçĕ çĕр ĕçĕпе çыхăннă. Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтерсен, хамăр районти Пинер ялĕнче - агрономра. Самана улшăнса кайсан, пурнăç сукмакĕ енчен-енне сулăнма пуçлани те хăратман çамрăка. Рынок тапхăрĕ пуçа лайăхрах ĕçлеттерме хистенĕ. Сĕтел-пукан та ăсталама хăнăхнă, фермер хуçалăхĕ те тытнă. Чунĕпе пĕрех çĕр ĕçченĕ пулни ăна "АгроВладина" тулли мар яваплă общество йĕркелеме пулăшнă. "АгроВладина" 1 çулталăк кăна ĕçлет-ха. Унта пирĕн районти "Бишевский" хуçалăх кĕрет. Виçĕ çул каялла вара Куславкка районĕнче "ВладинаАгро" вăй хума тытăннă. Çак вăхăт тĕлне самаях вăй илме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ ку хуçалăх. Ĕçре Владимир Васильевича пулăшса пыраканĕ, унăн мăшăрĕ Надежда Николаевна. Ахальтен мар ĕнтĕ хуçалăх ячĕ "Агро-Владимир тата Надежда", нимĕн те калаймăн - янăравлă та пĕлтерĕшлĕ.

Чи малтанах ку хуçалăхра урпа пухса кĕртме тытăннă. Йĕтем çинче тулли тĕш-тырă. Ăна вăрлăхлăх та хываççĕ, патшалăха та сутаççĕ. Йĕтем çинче ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ, кал-кал пулса пырать. Н.Яковлева, Л.Павлова, Л.Иванова, Г.Алексеева, В.Михайлова, Е.Васильева пĕр кун сиктермесĕр ĕçе тухаççĕ. Тырă аллакан агрегатсене В.Алексеев, Л.Яковлев, Н.Павлов операторсем тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Г.Хлебников йĕтем заведующийĕ хăйĕн ĕçне пĕлсе те яваплăха туйса пурнăçлать.

"Пухса илнипе пĕрлех çитес çулхи тухăçшăн та тăрăшатпăр. Шăхальсенчен кĕрхи тулă вăрлăхĕ туянса, имçамларăмăр. Агротехника требованийĕсемпе килĕшỹллĕн хатĕрленĕ хура пусă çине акса хăваратпăр. Халлĕхе ку ĕç Энтри Пасар çĕрĕ çинче-ха, çитес вăхăтсенче Энтриялĕнче те сухаланман çĕр пĕр гектар та хăварасшăн мар",- тет В.Антонов агроном. В.Иванов, Н.Никонов трактористсем пĕр ĕçрен те ỹркенмеççĕ. Ĕçлесен укçи те пулать. Хуçалăх пуçлăхĕ каланă тăрăх, çур аки вăхăтĕнчи 18 кун хушшинче 5 пин тенке яхăн ĕç укçи илнĕ иккен вĕсем "Малтанхи вăхăтсенче "Бишевский" хуçалăхра ĕçлеме пĕрре те çăмăл марччĕ, пĕр-пĕрне ăнланманни çав тери нумай ура хурса пычĕ. Халĕ вара пĕр чĕлхе тупрăмăр темелле. Кун пек пулсан малашлăх плансене те палăртма пулать. Вĕсене пурнăçлас тесен, ваттисем каланă пек пурин те пĕр çĕре сурмалла, пĕр-пĕрне хисеплемелле. Ĕçлекенĕн тивĕçлĕ ĕç укçи илмелле", - терĕ В.Петров ĕçлес хастарлăхне пытармасăр.

"Бишевский" хуçалăха В.Петров хăй çине илнĕренпе улшăнусем чылай пулса иртрĕç. Унăн малашлăх тĕллевĕсем те анлă. Пурнăçа кĕрсе пытăрччĕ кăна.

Н.НИКОЛАЕВ,

ял хуçалăх

управленийĕн тĕп агрономĕ.

Л.ЗАХАРОВА,

вăрлăх инспекцийĕн

начальникĕ.

А.НИКОЛАЕВА, хамăр

корреспондент.



07 сентября 2005
00:00
Поделиться