Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пултаруллă ученăй

- В. Алентей ячĕллĕ конкурса -

о Санăн çыннусем район

Пултаруллă ученăй

(Очерк)

Шăхаль ялĕнчи Тинклер кассинче 1937 çулта çуралнă Геннадий Семенович Семенов. Ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕрсен вăл 4 çултах тăлăха юлнă. Амăшĕ, Васса Васильевна, шкулта икĕ çул кăна вĕреннĕскер, Тоня хĕрне, Генăпа Рева ывăлĕсене тĕрĕс воспитани парас, вĕрентес, ура çине тăратас тесе чун хавалне панă. Вĕсем пурте аслă пĕлỹллĕ, институтсем пĕтернĕ.

Гена 1945 çулта ялти шкула пĕрремĕш каласа çỹреме пуçланă, 10-мĕшне çитичченех чи лайăх паллăсемпе вĕреннĕ, физика-математикăна чунтан юратнă, сăвăсем çырнă, çамрăклах амăшне пулăшнă. Шăхальти вăтам шкулта ăнăçлă вĕренсе пырса 1955 çулта кĕмĕл медальпе пĕтерсе экзаменсăрах Хусанти химипе технологи институтне вĕренме кĕнĕ. Кунта та чи пысăк стипенди илсе пынă. Аслă курссенче вĕреннĕ чух вăл наука сăнавĕсемпе ĕçлеме пуçланă. Çавна май 1960 çулта институт пĕтерсен ăна Алтайри наукăпа тĕпчев институтне ĕçлеме янă. Çак края вăл юратнă мăшăрĕпе Нина Осиповнăпа пĕрле çитнĕ. Унтанпа 45 çул çитнине паллă турĕç вĕсем кăçал.

Гена çĕр-шыва сыхлама кирлĕ япаласем тăвакан тĕпчев институтне ĕçе вырнаçнă. Институт ĕçне Сергей Павлович Королев академик-констуктор тĕрĕслесе тăнă. Унăн тĕп тĕллевĕ пысăк çĕр-шыва сыхласси пулнă, вăлах космоса тĕпчессине ертсе пынă. "Пĕтĕм ученăйсем чун-хавалне парса, ырми-канми ĕçленипе хытă топливăпа ĕçлекен инçете вĕçекен ракетăсем кĕске тапхăртах хатĕрлерĕмĕр",- каласа парать ученăй.

Пирĕн янташ - ученăй ытларах ракетăсен хытă топливин пахалăхне тĕрĕслес, çирĕплĕхне ỹстерес енĕпе ĕçленĕ, вĕсем валли тĕрлĕрен меслетсем, приборсем тунă.

Ракетăсен пĕр пайĕ те пахалăхне вăл тĕрĕслемесĕр цехран тухма пултарайман. Çĕнĕ, пархатарлă паха ĕçсем тунăшăн Геннадий Семенович 8 хутчен авторла свидетельство илнĕ, монографи çырса кăларнă. Унăн 20 ытла статйине тĕрлĕрен журналсенче пичетленĕ, пĕрле ĕçлекенсемпе 60 ытла наукăпа техника отчечĕсене çырса панă, ун приборĕсемпе анлăн усă курнă. Титовпа, Севастьяновпа тата ытти космонавтсемпе тĕл пулса кирлĕ сĕнỹсем панă.

1972 çулта Геннадий Семенова /ỹкерчĕк çинче/ хăйĕн ĕçĕпе диссертаци хỹтĕленĕ хыççăн техника наукисен кандидачĕн ученăй степеньне панă, 1980 çулта вара вăл наукăн аслă сотрудникĕн хисеплĕ ятне тивĕçнĕ.

Юратнă мăшăрĕ Нина Осиповна та 1969 çулта, Алтайри политехника институтне пĕтерсен, тĕпчев институтĕнче наука сотрудникĕнче вăй хунă. Туркменири типĕ пуш-хирсене кайса хăй ĕçĕпе тĕпчевлĕ материалсем хатĕрленĕ, Туркменин наука Академийĕн журналĕсенче статьясем пичетленĕ.

Туслă çемьен хĕрĕпе ывăлĕ те Мускаври институтсене пĕтернĕ. Хĕрĕ управлени институтне пĕтерсен Омскри авиаци заводĕнче ĕçленĕ, халĕ акăлчан чĕлхине вĕрентет. Ывăлĕ Мускаврах инженерта ĕçлесе пурăнать. Туслă çемьен мăнукĕ кăçал Раççей наука академийĕн Çĕпĕрти уйрăмĕ çумĕнчи университета экзаменсăрах вĕренме кĕнĕ. Çакна вăл Раççей шайĕнче ирттернĕ талантлă математиксен олимпиадинче çĕнтернĕшĕн тивĕçнĕ.

- Пенсие тухсан эпир тăван ене - Шупашкара куçрăмăр, хваттер илтĕмĕр, анчах кунта та аякри институт, пĕрле ĕçленĕ чăн-чăн çывăх юлташсем, наукăн интереслĕ тĕпчевĕсем, 1960-1970 çулхи хĕрỹ тапхăрсем асрах-ха, - калаçăвне тăсать янташ-ученăй.

Çуллахи вăхăтра пурăнма Семеновсем тăван Шăхаль ялĕнчи пирĕн кỹршĕрех çурт илчĕç, ăна тĕпрен юсарĕç.

Çапла, çĕр-шыва, пурнăçа, çемьене, тăван тавралăха юратса телейлĕн пурăнать туслă çемье, хисеплĕ янташăмăр Геннадий Семенов.

Н. ИВАНОВ-ПАРХАТАР,

Раççейри Писательсен союзĕн членĕ.



10 сентября 2005
00:00
Поделиться