Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Светофорик"

о Конкурс

"Светофорик"

Пирĕн республика территорийĕнче шкул çулне çитмен ачасем çул-йĕр правилисене пăхăнманнине пула аманнисен, сусăрланнисен йышĕ ỹссех пырать. Çакна шута илсе пирĕн районта та халăх хушшинче çул-йĕр правилисене пропагандăлас, ачасене çул çинче çỹреме хăнăхтарас тĕллевпе шкул çулне çитмен учрежденисенче "Светофорик" смотр-конкурс иртет.

Эпир те, "Пучах" ача садĕнче ĕçлекенсем, пысăк активлăхпа хутшăнса кунта çỹрекен ачасемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттертĕмĕр.

Çакна палăртмалла: ача садне çỹрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе пĕр чĕлхеллĕ пулса вĕсен тĕпренчĕкĕсене çул-йĕр çинчи инкек-синкекрен страхларăмăр. Унсăр пуçне пирĕн воспитательсем кашни занятирех ачасене çул çинче хăйсене мĕнле тытмаллине, çул-йĕр правилисене вĕренеççĕ. Светофор тĕсĕсене уйăрассипе, кашни тĕсĕпе хăйсене мĕнле тытмалли çинчен кăтарту хатĕрĕсемпе тĕплĕн ăнлантарса параççĕ.

Занятисене, ашшĕ-амăшĕсен пухăвне районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пропагандăпа агитаци инспекторне Н.Александрова чĕннĕ. Вăл ачасемпе занятисем ирттернĕ, ашшĕ-амăшĕсене кирлĕ сĕнỹсем панă.

В.Иванова, О.Александрова, Г.Петрова, Н.Артюкова воспитательсем ачасен ỹкерчĕкĕсенчен йĕркеленĕ "Как прекрасен этот мир, посмотри" выставка пурне те килĕшрĕ.

Ф. ВАСИЛЬЕВА,

музыка руководителĕ.



10 сентября 2005
00:00
Поделиться