Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял халăхне - паха шыв

о Программăна - пурнăçа

Ял халăхне - паха шыв

Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров Мускавра Раççей ял хуçалăх министрĕпе А.Гордеевпа тĕл пулнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче Н.Федоров кăçал Чăваш Республики валли çурт-йĕр тумашкăн тата ял халăхне шывпа тивĕçтерес ĕçе аталантармашкăн федераци бюджетĕнчен хушма укçа-тенкĕ уйăрма май тупнă. Çакă пире чăннипех те савăнтарать. Çав укçаран пирĕн район валли те мĕн чухлĕ те пулса лекессе шанатпăр.

"2005-2008 çулсенче Чăваш Республикинче халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси" республикăн тĕллевлĕ программине пурнăçа кĕртессине чи кирлĕ задачăсенчен пĕри тесе шутлатпăр. Ку енĕпе районта пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ пĕчĕк мар. Çак ĕçсене пурнăçлама кăçал республика бюджетĕнчен 1 миллион та 600 пин, район бюджетĕнчен 180 пин тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне Ара çырминчи çырансене çирĕплетме федераци бюджетĕнчен 17 миллион тенкĕ панă.

Хальхи вăхăтра строительсем Пысăк Енккасси ялĕнче шыв кĕртес тĕлĕшпе вăй хураççĕ. Пурĕ 2,1 километр тăршшĕ шыв пăрăхĕсем хумалла кунта.

Н. ЯКОВЛЕВ,

райадминистраци пуçлăхĕн

заместителĕ.



10 сентября 2005
00:00
Поделиться