Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Янташсем ята ямаççĕ

о Ыран - Танкистсен кунĕ

Янташсем ята ямаççĕ

1980 çултан пуçласа пирĕн çĕр-шывра Танкистсен кунне уявлаççĕ. Нумаях пулмасть Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнакан Римма Михайлова Таджикистанра службăра тăракан мотострелоксен 201-мĕш дивизийĕн командованийĕнчен тав çырăвĕ илчĕ. Унта çапла çырнă: "Çар командованийĕ Сире ывăлăра, Михайлов Валерий Николаевича тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕшĕн тав тăвать. Сирĕн ывăлăр - тỹрĕ чунлă, дисциплинăна çирĕп пăхăнакан çар çынни. Хăйне шанса панă хĕç-пăшалпа пĕлсе те тирпейлĕ усă курать, подразделенин обществăлла пурнăçне активлă хутшăнать. Командирсемпе юлташĕсем хушшинче пысăк авторитетлă. Малашне те вăл çавăн пекех пуласса эпир шанса тăратпăр.

Çар чаçĕн командирĕ Р.Бунедбеков. Куляб хули. Таджикистан".

Валерий Николаевич аслă лейтенант 1979 çулта Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкул хыççăн вăл пĕрре те иккĕленсе тăмасăр Хусанти аслă çар танк училищине вĕренме кĕнĕ. Пилĕк çул сисĕнмесĕрех иртсе каять. Лейтенант пакунĕсене илнĕ хыççăнах - çамрăк танкист 201-мĕш дивизире. Халĕ вăл рота командирĕн заместителĕ. Çак Раççейпе кỹршĕллĕ çĕр-шыври çăмăлах мар лару-тăрура пирĕн янташ хăйĕн çар тивĕçĕсене çỹллĕ шайра пурнăçласа пыни пире чăннипех савăнтарать.

В. ТОЛМАТОВ.



10 сентября 2005
00:00
Поделиться