Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ỹсĕме - хамăр вăйпа

о Патшалăх Канашне янă Çырупа хавхаланса

Ỹсĕме - хамăр вăйпа

"Инноваци аталанăвĕн стратегине пурнăçа кĕртес тесен аталанун малашлăхлă çул-йĕрĕсене тĕплĕн палăртни кирлĕ. Инноваци вăл - пурнăçа кĕртнĕ çĕнĕ шухăш", - тенĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Пирĕн вара тĕнчери лайăх опыта илсе пурнăçа кĕртмелле. Лайăх опыт тенĕрен пирĕн райпо системинче вăй хуракансене Комсомольски райповĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те тĕплĕн паллашма тỹр килчĕ. Чи малтанах вĕсем ял лавккисенче евроюсав ĕçĕсем пурнăçлани, хăтлăх, тирпей-илем кĕртни курăмлă пулчĕ. Çавна май эпир те Вăтакас, Кивĕ Мăнтăр лавккисене, поселокри "Лидер" лавккана тĕпрен çĕнетнĕ. Унсăр пуçне çитес çул ытти хăш-пĕр ялсен лавккисене те юсама планланă.

Ял лавкки - потребкоопераци, культура центрĕ. Унпа пĕрлех вĕсем майĕпен йышăнупа хатĕрлев пункчĕсем пулса тăчĕç. Акă кăçалхи 8 уйăхра халăхран пурĕ 13 пин те 67 центнер сĕт пухнă. Çавăн пекех çынсенчен ял хуçалăх продукцийĕ, эмел курăкĕ, çĕтĕк-çурăк, кивĕ хут туянас ĕç активлă пырать. 8 уйăхра пурĕ 10 миллион та 462 пин тенкĕлĕх хатĕрлев ĕçĕсем пурнăçланă.

Ял лавккисене çут çанталăк газĕ кĕртес ĕç те пысăк хăвăртлăхпа пырать. Сăмахран Пысăк Енккасси, Вăтакас лавккисенче монтаж ĕçĕсене пĕтĕмпех пурнăçланă. Çитес вăхăтра вĕсем патне çут çанталăк ырлăхĕ çитмелле. Унпа пĕрлех Урнар лавккинче те ку енĕпе ĕçсем лайăх пыраççĕ.

Юлашки çулсенче райпон обществăлла апатлану предприятийĕ ỹсĕм çỹлĕпе пынине палăртмалла. Кăçалхи 8 уйăхра пурĕ 8 миллион та 767 пин тенкĕлĕх продукци сутнă. Хăйсем туса кăларнă продукци - 3 миллион та 780 пин тенкĕлĕх. Пĕтĕмĕшле илсен, райпо 8 уйăхра 12 миллион та 687 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă.

Л. ШАШКИНА,

райпо правленийĕн

председателĕ.



14 сентября 2005
00:00
Поделиться