Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пархатарлă ĕçе кỹлĕннĕ

о Династи

Пархатарлă ĕçе кỹлĕннĕ

Районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатра час-часах тĕрлĕ-тĕрлĕ профессие суйласа илсе ĕçлекен çынсен несĕлĕсене çутатса параççĕ, ăруран-ăрăва, йăхран-йăха куçса пыракан чĕрене çывăх профессипе чыс-хисеп кỹреççĕ.

Хăйсен ĕçне парăнса, юратса ĕçлекен, йăхран-йăха тăсса пыракан, педагогика çулне суйласа илнĕ Чупайĕнчи Кондратьевсен-Яковлевсен династийĕн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 177 çул. Педагогсен династине пуçарса яраканĕсем Кондратийпе Анастасия Кузьмуковсем. Вĕсем виçĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ - Иван, Петр тата Виталий. Эçпепе ялĕнче 1908 çулта çуралса ỹснĕ Иван Кондратьевич Кузьмуков. 1929 çулта Горьки хулинчи вĕренỹ заведенине вĕренсе пĕтерсен, вăл Канашри педагогика училищинчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухать. 1941 çулччен Мăнçырмари çичĕ çул вĕренмелли шкулта пуçламăш çар вĕренĕвĕн предметне тата пуçламăш классене вĕрентекенĕ пулса ĕçлет. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан, тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме тухса каять. Вăрçă çулĕсенче пĕлĕвне татах та ỹстерет: Ветлуга хулинче çар ăсталăхне алла илет. Анчах Иван Кузьмуковăн çутă ĕмĕчĕсене, унăн кун-çулне хаяр вăрçă татать, 1943 çулта харсăр çамрăк паттăрсен вилĕмĕпе вилет. Унăн педагогикăри стаж - 12 çул. Тепĕр ывăлĕ - Виталий 1929 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнче Эçпепе ялĕнче çуралнăскер, çемьене тăван, çывăх педагог профессине суйласа илнĕ. Вăрмарти вăтам шкулта ăс-тăн пухнă хыççăн, Виталий 1948 çулта Хусанти Патшалăх институчĕн истори факультетне вĕренме кĕрет. Аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн вăл тăван района таврăнать, Вăрмарти вăтам шкулта ачасене пĕлỹ тĕнчипе паллаштарать. Унтан çар ретне тăрать. Хĕсметре тăнă чух, виçĕ çул хушши В.Кондратьев Одесса хулинче офицера вĕренет. Çар тумне тăхăннăскер, Хусан хулинче çар чаçĕнче хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Чĕрене çывăх тăван çĕре таврăнсан 3 çул хушши районти вĕрентỹ пайĕнче методист пулса вăй хурать. Унтан пултаруллă педагога Эçпепе шкулĕнче директор пулса ĕçлеме шанаççĕ, унта вăл 10 çул ырми-канми тăрăшать. Хăйĕн пурнăçĕнчи юлашки çулĕсенче парти райкомĕнче инструктор пулса ĕçлет, 1983 çулта вилет. Кондратийпа Анастасиян виççĕмĕш ывăлĕн - Петĕрĕн виçĕ хĕрĕ те педагогика çулне суйласа илнĕ. Римма, 1936 çулхи январĕн 18-мĕшĕнче çуралнăскер, шкул вĕренсе тухнă хыççăн Мăнçырмари вăтам шкулта ачасене физкультурăна хăнăхтарнă. Унтан Кавалта пионервожатăй, чăваш чĕлхипе литературине, Чупайĕнче пуçламăш классене, Эçпепере физкультурăна вĕрентекен, Кĕтеснерте воспитательте, Мăнçырмара чăваш чĕлхипе литератури предметне вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Педагогика ĕçĕнче çитĕнỹсем тунăшăн ăна нумай Хисеп грамотисемпе тата "Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăланă.

1995 çултан тытăнса - тивĕçлĕ канура. Унăн ĕç стажĕ - 39 çул.

Иккĕмĕш хĕрĕ - Фаина 1949 çулта çуралнăскер - шкул хыççăн Канашри педучилищĕн музыка факультетне вĕренме кĕрет. Ăна ăнăçлă вĕренсе тухсан малтан Шăхальти шкулта, унтан Çĕнĕ Шупашкарти ача садĕнче музыка руководителĕ пулса тăрăшать. Ĕç стажĕ - 20 çул.

Лидия Яковлева /Кондратьева/ - вĕсен виççĕмĕш хĕрĕ, 1932 çулта çуралнă. Шкулта ăс пухнă хыççăн, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕрсе 1954 çулта алла диплом илет.

1954-1959 çулсенче - Пысăк Енккассинчи шкулта физика, 1959-1961 çулсенче - Аслă Чакра - физика, 1962-1989 çулсенче Чупайĕнче математика учителĕ пулса вăй хурать. Çитĕнекен ăрăва анлă пĕлỹ тата воспитани парас ĕçре тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн пултаруллă педагога "Ĕç ветеранĕ" медальпе тата Хисеп грамотисемпе наградăласа чысланă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 35 çул. Мăшăрĕпе вĕсем икĕ хĕр пăхса ỹстернĕ - Ирина тата Светлана. Вĕсен тĕпренчĕкĕсем те ăруран-ăрăва куçса пыракан профессие суйласа илнĕ, иккĕшĕ те математика предметне вĕрентеççĕ, ачасене çирĕп пĕлỹллĕ, анлă тавра курăмлă, çивĕч ăс-тăнлă çитĕнме, пĕлỹ тĕнчине çирĕп утăмпа кĕме пулăшаççĕ.

В. ГУРЬЕВА.



14 сентября 2005
00:00
Поделиться