Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурнăç ыйтать

о Пахалăх

Пурнăç ыйтать

Çĕр ĕçĕпе вăй хуракана тĕш тырăна акнă кунтанах тухăçĕ еплерех пуласси пăшăрхантарать. Çапла пулмасăр, мĕн ĕçленине камăн сая ярас килтĕр. Пысăк тухăçлă, пахалăхлă продукци туса илесси вара çĕр "хуçинчен" хăйĕнчен килет. Кунта сăмах мĕн çинчен пынине хресчен каламасăрах лайăх ăнланать. Кăçалхи тыр-пулăн пахалăхĕпе интересленсе районти тырă йышăнакан пункта (элеватора) çул тытрăм. Эпĕ унта пынă чухне кунти лабораторине хăйсем çитĕнтернĕ тыр-пулăн пахалăхне тĕрĕслеттерме районти хуçалăхсенчен килнĕччĕ. О.Павлова инженер-лаборантăн ку енĕпе опычĕ пысăк. Вăл каланă тăрăх, пĕтĕмĕшле илсен, кăçалхи тыррăн пахалăхĕ пур енчен те пĕлтĕрхинчен япăхрах. Çакă агротехника требованийĕсемпе килĕшỹллĕн ирттерекен мероприятисене еплерех пурнăçланинчен те килет. Патшалăха сутакан тыррăн палăртнă базислă виçи: нỹрлĕхĕ - 14,5 %, тасамарлăхĕ - 1 % тата ытти те, туллăн, ырашăн - кашнин хăйĕн кăтартăвĕсем уйрăм. Çак кăтартусем тăрăх кашни культурăна уйрăмшар хураççĕ те ĕнтĕ кунти складсене. Паянхи куна элеватора пурĕ 1771 тонна "сарă ылтăн" пырса кĕнĕ. Районти хуçалăхсенчен ытларах "Шигали", "АгроВладина", "Яниковское", "Вознесенское", "Родина" хуçалăхсемпе "Арабоси" агрофирма турттарнă. Çавăн пекех фермер хуçалăхĕсенчен, юнашар районсенчен те тырă килсех тăрать. Предприяти укçа-тенкĕне çийĕнчех тỹлесе пыма тăрăшать. Пĕр-пĕрне ăнланса алла-аллăн ĕçлеççĕ кунта. Пахалăх енчен начартараххисене предприятирех кондицие çитерме майсем пур. Кĕскен каласан, кунта сутакан тырă - шанчăклă алăра.

А. НИКОЛАЕВА.



14 сентября 2005
00:00
Поделиться