Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕлле хуртне тимлĕх кирлĕ

о Специалист канашĕ

Вĕлле хуртне тимлĕх кирлĕ

Пыл пухмалли тапхăр вĕçленчĕ. Хуртсем вăхăта сая ямасăр вăрăм хĕле хатĕрленеççĕ. Кашни тумлам апата перекетлеме пуçлаççĕ. Вĕлле шăтăкĕсене хытă сыхлаççĕ, прополиспа çыпăçтараççĕ. Хĕл йывăрлăхĕ, çемье пуласлăхĕ август, сентябрь уйăхĕсенче çуралнă пыл хурчĕсем çине тиенет. Çак вăхăтра, нумай çура çитĕнтерес тесен, амана çура сапма çителĕклĕ пушă ячейкăллă рамăсемпе тивĕçтермелле. Мĕншĕн тесен çамрăк хуртсем - чи пултаруллисем, çĕнĕ ăру ỹстерес, пылпа чечек тусанĕ пухас, карас, прополис тăвас пултарулăх вĕсен тепĕр çуркуннечченех çухалмасть.

Çавăнпа та кĕркунне амана çăмарта тума пулăшакан пур майсемпе те усă курмалла. Çăмарта вăрах вăхăт тăвасси йăвари апат запасĕсенчен нумай килет. Апат сахал çемьесем çăвăр ỹстерме иртерех чарăнаççĕ.

Çак тĕллевпе хуртсене тĕрлă стимуляторсем: "пчелка", "апистим", "ковитсан", ВЭСП хушса сироп çитерсе хăварни усăллă.

Хуртсем кĕркунне сироппа ĕçлесе нумай вăй пĕтерсе начарланнине шута илсе Шупашкарти "Чăвашпчелоагентство" ятарлă инверт сироп хатĕрĕпе хурт-хăмăр ăстисене тивĕçтерет. Вăл хуртсемшĕн хатĕр апат. Сахăр песокĕнчен хатĕрленĕ сиропа 1-мĕш сентябрьччен çеç çитерме юрать пулсан, инверт порошокĕ хушнă сиропа сентябрь уйăх тăршшĕпех çитерме юранине палăртнă. Хĕл каçа хуртсем нозематоз чирĕпе аптранине шута илсе сиропа ноземат эмел хушса хатĕрленĕ. Ноземат - пыл хурчĕсен çемйисене тĕрекленме те пулăшать.

Хурт-хăмăр ăстин йăвара апат сахал, пахалăхĕ начар пыл юлнине курсан, тăхтаса тăмасăр инверт сироп памалла. Вăйлă хурт çемйи пахалăхлă апатпа хĕле кĕрсен утарçă çитес çул нумай тупăш илессе шанса тăрĕ, районта хурт-хăмăр çемйи шучĕ те чакмĕ. Вăрмар поселокĕнче автотранспорт предприятин кантурĕнче хурт-хăмăр ăстисем ыйтнине тивĕçтерсе, вĕсене пулăшас тĕллевпе хатĕрлев пункчĕ ĕçлет.

Утарçăсенчен воск, вытопка, прополис, пергаллă рамкăсем, пыл укçан е инвентарьпа, эмельпе улăштарса йышăнать.

Юлашкинчен эпĕ çакна каласшăн: çу кунĕсенче хуртсем ытларах пыл пуçтарасси чи малтан вĕсене хĕле мĕнле каçарнипе çыхăннă.

Акă мĕншĕн яваплă тапхăрта утар тытакан кашни çыннăн хăйĕн тĕп тивĕçне асра тытса ĕçлени кирлĕ.

А. КУДРЯШОВА,

райадминистрацин ял

хуçалăх управленийĕн

хурт-хăмăр енĕпе ĕçлекен

зоотехникĕ.



14 сентября 2005
00:00
Поделиться