Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çут çанталăк пуянлăхне упрар

о Ыран - Вăрман ĕçченĕсен кунĕ

Çут çанталăк пуянлăхне упрар

Паллашăр: Николай Петрович Григорьев. Вăл 10 çул Тăвай вăрман хуçалăхне кĕрекен Энĕшпуç лесничийĕнче вăй хурать. Коллективпа пĕрле вĕсем паян ỹсĕмсен çулĕпе пыраççĕ.

Пĕтĕмĕшле вăрман лаптăкĕ 4 пин те 691 гектар. Вăл шутран вăрман йывăçĕсем, посадкăсем 621 гектар йышăнаççĕ. Çак хуçалăха вара Николай Петровичпа унăн çирĕп коллективĕ пăхса тăрать. "Çулсерен симĕс тумпа витĕнекен çут çанталăк пуянлăхĕ малашне те пире хăйĕн мулĕпе савăнтартăр тесен ăна çĕнетсе пымалла кăна мар, çитес ăру валли упраса хăвармалла, пуртă тытнă браконьертан хỹтĕлемелле", - тет Н.Григорьев лесничий хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарнă май.

Чи малтанах Энĕшпуç лесничестви Канаш вăрман хуçалăхне кĕнĕ. Вăл 1934 çулта йĕркеленсе кайнă. Унтанпа шыв-шур нумай юхнă, йывăçсем те чылай ỹссе халăха усă кỹнĕ. Паян та Энĕшпуç лесничествинче вăй хуракансем халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ. Пурĕ 20 яхăн çын ĕçлет кунта. Вăрман хуçалăхне икĕ участока пайланă. Вĕсенче пурĕ 11 лесник вăй хурать. Кашни леснике пĕрер обход панă, çĕр лаптăкĕ 500-700 гектар таран йышăнать.

"Пирĕн ĕç коллективĕ паян Турă панă пуянлăха çамрăк ăру валли упраса хăварас, ăна саккуна пăсса касакансенчен сыхлас тесе тăрăшать. Çав вăхăтрах каснă йывăç вырăнне çĕннине лартас тесе те вăй хурать. Кăçал çуркунне пирĕн лесничество 20 гектар йывăç лартса хăварнă", - тет Николай Петрович.

Çак çĕр лаптăкĕ çинче юман, çăка, чăрăш, хыр пур. Ытларах вара юман лартассипе тăрăшаççĕ вĕсем.

Кашни обходра тенĕ пекех ятарласа бригада йĕркеленĕ. Вĕсем вăрмана сайралатса тăраççĕ, чирлĕ йывăçсене тасатаççĕ. Тинтерех лартнă çамрăк йывăçсем тавра ỹсекен курăксене те çумлаççĕ. Пысăк йывăçсем хушшинчи курăка çулаççĕ. Вăрмана тасатса, тирпей-илем кỹрсе тăма пулăшнăшăн Энĕшпуç лесничестви вĕсене вутăпа тивĕçтерет. Унсăр пуçне пухăннă вутă-шанкăна халăха, предприяти-организацисене сутаççĕ, коммуналлă пулăшу шучĕпе вĕрентỹпе культура, медицина учрежденийĕсенче ĕçлекенсем патне çитереççĕ. Хăйсен вăйĕпе ĕçлесе илнĕ укçи-тенкине вăрман хуçалăхне тытса пыма тата аталантарма, ĕç коллективне хавхалантарма каять. Унпа пĕрле вăрманçăсен пурнăç тата ĕç условийĕсене лайăхлатасси пирки те шухăшлама тивет.

"Рынок условийĕсенче бюджета шаннипех пурăнма йывăр. Çавна май хуçалăха тупăш кỹрекен çăл куçсене те шыратпăр. Юлашки вăхăтра ял халăхĕ çине-çинех кил çурчĕсене çут çанталăк газĕ кĕртнипех ĕнтĕ, унчченхи çулсемпе танлаштарсан вутă-шанкă сахалрах туянать. Çавăнпа та эпир стройматериалсем сутассипе те активлă ĕçлетпĕр", - палăртрĕ лесничий.

Кĕрхи вăрман илемĕпе киленсе пынă май çакна асăрхарăм: ытти йывăçсемпе танлаштарсан, юман сайра хутра çеç курăнни уççăнах палăрать темелле.

Юман вутти хĕрỹллĕрех тенине пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа ăна ытларах туянма тăрăшатпăр.

Паянхи куна илес пулсан юман вуттин пĕр кубла метрĕ - 310 тенкĕ, вăрман хуçалăхĕн транспорчĕпе пулсан - 520 тенкĕ. Çемçе йывăçăн пĕр кубла метрĕ - 238 тенкĕ, хуçалăх транспорчĕпе 480 тенкĕпе танлашать. Строительство материалĕсем те туянма пулать кунта. Пĕрремĕш сортлă юманăн пĕр кубла метрĕ - 1300, иккĕмĕш сорчĕ - 1100, виççĕмĕш сорчĕ 900 тенкĕпе танлашать. Çемçе йывăçăн пĕрремĕш сортлă çăкан пĕр кубла метрĕ - 800, иккĕмĕш - 750, виççĕмĕш сорчĕ 650 тенкĕ, пĕрремĕш сортлă ăвăсăн пĕр кубла метрĕ - 700, иккĕмĕш - 600, виççĕмĕш - 450 тенкĕ.

Юлашки вăхăтра йывăç хакĕ ỹснĕрен-ши, вăрмана сиен кỹрекенсен, йывăç касакансен йышĕ нумайланса пырать. Кун пеккисене штрафлаççĕ е уголовнăй ĕç пуçараççĕ. Штраф тенĕрен, пĕр кубла метр ỹсекен юман йывăçне каснăшăн 32 пин тенкĕ таранччен штрафлаççĕ, хăрнă юманăн пĕр кубла метрĕшĕн вара 6 пин тенкĕ таран.

"Епле йывăр пулсан та, халăхпа пĕрле кар тăрса вăрман пуянлăхне упраса хăварасчĕ пирĕн", - тет Николай Петрович пăшăрханса.

Кашни коллективрах çынсене хăйсен тĕслĕхĕпе вăй-хал кỹрсе тата çул кăтартса пыракан маяксем пур. Энĕшпуç вăрман хуçалăхĕ те ăста та пултаруллă, производствăра нумай çул тăрăшакан специалистсемпе пуян. Вĕсен шутĕнче - М.Сергеева мастер, М.Павлов водитель, А.Геронтьевпа А.Фомин лесниксем тата ыттисем те.

Эпир вара Н.Григорьев ертсе пыракан пултаруллă та маттур коллектива вĕсен çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçусем сунатпăр.

З.ПАВЛОВА.



17 сентября 2005
00:00
Поделиться