Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление администрации Урмарского района с Днем работников леса

Вăрман хуçалăхĕн хисеплĕ те хаклă ĕçченĕсем, ветеранĕсем!

Вăрмар район администрацийĕ сире професси уявĕпе - Вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсен кунĕпе хĕрỹллĕн саламлать.

Вăрман - наци пуянлăхĕ. Унпа эпир авалтанпах усă курса ăна çĕнетме, упрама тăрăшнă. Вăрман мăн асаттесене тăрантнă, çурт-йĕр çавăрма май панă. Паян та ун пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк.

Хальхи вăхăтра вăрманçăсем хăйсен тĕп ĕçĕсене тивĕçлипе пурнăçласа пырас тесе йывăрлăхсене çĕнтерсе пĕтĕм вăй-хала парса ĕçлеççĕ.

Эсир республикăри вăрман хуçалăхĕсем хушшинче малта пырасса, мухтавлă традицисене упраса хăварасса, пурне те çĕнĕ çитенỹсемпе савăнтарасса шанас килет. Çакă, паллах, отрасльте вăй хуракансем пурте тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса пынипе пулса пырĕ.

Хисеплĕ çыннăмăрсем! Малашлăхра сире çирĕп сывлăх, телей, тулăх пурнăç сунатпăр.

Вăрмар район

админстрацийĕн пуçлăхĕн

тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ                             Н.Г. Яковлев



18 сентября 2005
00:00
Поделиться
;