Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăха - ĕç вырăнĕ

о Президент Указне - пурнăçа

Халăха - ĕç вырăнĕ

ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн "Ялсене производство сферинче ертсе пыракан кадрсемпе тивĕçтерессипе патшалăх хушма пулăшу парасси çинчен" Указĕнче: "Ялсене ял хуçалăх, продукци тирпейлекен тата экономикăн ытти отраслĕсене аталантарма пултаракан кадрсемпе тивĕçтерме пулăшасси, пысăк квалификациллĕ кадрсем явăçтарса ял халăхĕн тата кашни çыннăн пурнăç пахалăхне лайăхлатас енĕпе социаллă пурнăçпа экономика пĕлтерĕшне вăйлатасси", - тесе палăртнă.

Кадрсем веçех татса параççĕ тесе тĕрĕс калаçаççĕ. Акă, сăмахран, "Вăрмарти механика завочĕ" хупă акционерлă обществăра нумаях пулмасть чăлхапа трикотаж производствине хута янă. Ăна валли ятарласа цех уçнă, нуски çыхма оборудовани кỹрсе килнĕ. Ку ĕçе пĕтĕмпех С.Хачикян пуçлăх йĕркелесе пырать. Пурĕ икĕ сменăпа вăй хураççĕ рабочисем. Кашни сменинче 4 çын тăрăшать. Çак цехра арçынсем тата хĕрарăмсем валли нускисем хатĕрлесе кăлараççĕ. Çурма фабрикат продукцие Шупашкартан кỹрсе килеççĕ, ăна вара кунта форма çине тăхăнтарса типĕтеççĕ, этикеткисене çыпăçтараççĕ, чĕркесе çыхаççĕ. Хатĕр продукцие Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсене ăсатаççĕ, рабочисем вара ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçлаççĕ. С.Хачикян пуçлăх шухăшĕпе çитес вăхăтра ку ĕçе виçĕ сменăпа йĕркелесе ямалла, çавна май вăл ăста алăллă специалистсене хăйсен ретне йышăнма хатĕр. Ĕç укçи ĕçленĕ тăрăх. Рабочисене вăй хумашкăн условисем туса панă.

Пĕтĕмĕшле каласан, ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн халăха ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси çинчен калакан Указ пурнăçа кĕрсе пырать.

Паян ура çинче çирĕп тăрайман предприятисенче пултаруллă та çаврăнăçуллă çынсем çĕнĕрен те çĕнĕ цехсем уçни, района аталанма ĕçсĕррисене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме май парать. Кун пек чухне предприятисем сыхланса юлĕç, унпа пĕрлех çынсем валли ĕç вырăнĕ те пулĕ.

З.ПАВЛОВА.



21 сентября 2005
00:00
Поделиться