Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сĕт пуçтараççĕ

о Ытлашшине - патшалăха

Сĕт пуçтараççĕ

Хальхи вăхăтра ялсенче те магазинсем нумайланса кайрĕç. Кавалта кăна улттă. Пĕрне вара - Вăрмар райповĕн магазинне - "хамăр лавкка" теççĕ. Магазинра ĕçлекен В.Чумычкинăпа С.Туртушова халăха тавар сутассине аван туса пыраççĕ. Райпо халăх пурнăçне çăмăллатассишĕн ырми-канми тăрăшать. Халăхран кашни ир сĕт йышăнать тата хуçалăхра кирлĕ мар çĕтĕк-çурăк, кивĕ хут, çăм, выльăх-чĕрлĕх тирне пуçтарать. Унсăрăн кайса çỹре-ха Вăрмара вĕсене вырнаçтарма! Уйрăмах ватă çынсене йывăр лекет.

Райпо валли те сĕте икĕ çĕрте йышăнаççĕ - магазинра тата хыçалти кассенче - С.Садюкова. Вăл кăçалхи çур çулта 19 тонна та 428 килограмм пуçтарнă. В.Чумычкинапа С.Туртушова - 22 тонна йышăннă, июль уйăхĕнче кăна - 6 тонна та 270 килограмм. Илнĕ сĕтшĕн халăха таварпа вăхăтра тивĕçтереççĕ.

Пухнă сĕте райпо водителĕ А.Васильев ирхине ирех Вăрмара илсе каять, сĕте йỹçсе кайма памасть. Çавăнпа сĕчĕ те пĕрремĕш сортпа каять. Халăхĕ те кăмăллă.

Сĕте чи нумай сутакан - М.Артюков. Вăл кашни уйăхрах 380 килограмм ытла сутать. В.Ильина, Е.Сотникова, М.Адюкова, Т.Григорьева 294-287-шер килограмм леçеççĕ.

В. ТУРТУШОВ,

обществăлла

корреспондент.

Кавал ялĕ.



21 сентября 2005
00:00
Поделиться