Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Ши кайрăм, пи кайрăм..."

о Ял хуçалăхĕ

"Ши кайрăм, пи кайрăм..."

Чăваш халăхĕ хăмла туса илессипе мĕн ĕлĕкренех палăрса тăнă, кăпăклă сăри вара пурне те хăй патне илĕртет. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Ене килекен хăнасене хисеп туса çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илеççĕ.

Пирĕн район малтанхи çулсенче хăмла туса илессипе палăрса тăнă. Пурнăçĕ çăнăх такани çинчи пек вылянма пуçласан хăмлан нумай участокĕсем пĕтсе ларчĕç. Районти хăмла йышăнакан пункт "Ресурсы" агрофирма йĕркелесе ярсан ку ĕç пĕчĕккĕн малалла аталанма пуçларĕ. Халĕ ку "симĕс ылтăна" Кĕтеснер ялĕнче - 8, Кавалта - 6, Мăнçырмара - 2, Çĕнĕ Вĕренерте - 2, Анаткасра 2 гектар çинче туса илеççĕ. Кĕтеснерсен ку енĕпе опычĕ те пысăк, кунта ăста хăмлаçăсем те чылаййăн. Акă, сăмахран, М.Казанцева 80 çулта, апла пулин те вăл кашни кун хăмла ани çинче пулчĕ. Хĕрỹ вăхăтра килте лармарĕ ĕçчен ватă. Е.Константинова, З.Украинская, Р.Егорова, Н.Леонтьева, Р.Пегей, Е.Некрасова, А.Андреева, Р.Егорова, Т.Семенова, Е.Пегей, О.Михайлова хăмла татакан рабочисем тата О.Пегей, Н.Некрасов, А.Казанцев, А.Сидоров хăмла авăрне касса трактор çине тиесе Анаткас ялĕнчи хăмла татакан агрегат патне ăсатрĕç. В.Мишин тракторист ăна пĕр вĕçĕмсĕр турттарса тăчĕ. Хĕрарăмсем Кĕтеснерте икĕ участок çинче алăпа татĕç. Кунта вăй хуракансем каланă тăрăх, пĕр килограмм чĕрĕ хăмла татнăшăн "Ресурсы" агрофирма 3 тенкĕ те 50 пус тỹлет е 1 килограмм та 200 грамм тулă парать. Тỹлевĕ пысăках мар пулин те ĕçлекенсен кăмăл-туйăмĕ аван, хăшĕсем кунта тăваттăмĕш çул вăй хураççĕ. Агрофирма Кĕтеснерте вăй илсе кайма пуçлани - 4 çул. "Симĕс ылтăн" хуçалăхсенче ĕрчесе кашлатăр, ăнса çитĕнсен укçи-тенки те сахалах пулмĕ", - теççĕ хăмлаçăсем.

А. НИКОЛАЕВА.



21 сентября 2005
00:00
Поделиться