Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Лава" пĕрле туртмалла

о Район администрацийĕнче

"Лава" пĕрле туртмалла

Апат ытлă-çитлĕ пулсан, выльăх-чĕрлĕхрен сĕтне те, аш-какайне те ытларах илме пулать. Апла пулсан çĕрпе туллин усă курмалла. Усăсăр выртакан пĕр гектар çĕр те пулмалла мар.

Çак ыйту тавра пычĕ те ĕнтĕ калаçу райадминистрацинче иртнĕ анлă ларура.

Чи малтанах райадминистрацин муниципаллă пурлăха, çĕр ресурсĕсене тытса пырас тата çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ В.Муллин район территорийĕнчи çĕрпе усă курса мĕнлерех тухăç илни тата çĕршĕн тỹлесси еплерех пулса пыни пирки тухса калаçрĕ. Хăйсен ĕçĕнчи тĕп тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Çитес 2006 çулта январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕршĕн налук тỹлессине çĕнĕрен пăхса хăварасси çинчен чарăнса тăчĕ. Пухăннисене интереслентерекен ыйтусем çине хуравларĕ.

Çĕрпе еплерех усă куран, выльăх-чĕрлĕх те çавна май аталанать. Ку енĕпе районта ĕçсем еплерех пынипе райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Николаев паллаштарчĕ. Кăçалхи 8 уйăхри кăтартусем тăрăх ял хуçалăх отраслĕнче чылай кăтартусем лайăхланни çинчен пĕлтерчĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ чакни вара ăна пăшăрхантарни палăрчĕ. Темле йывăрлăхсем пулсан та, "Арабоси" агрофирма, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики, "Шигали", "Вознесенское" хуçалăхсенче ĕçсем ăнса пыраççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе те тимлĕх ытларах уйăраççĕ, вĕсене тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарас тесе çине тăрсах ĕçлеççĕ. "Рассвет", "Мусирма", "Орнарский" тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче ку ĕçе тытăнман тесен те тĕрĕсех пулать. Выльăх апачĕ хатĕрлесси районĕпе илсен, начарах мар.

Пĕр отраслĕ тепринпе тачă çыхăннă. Çавăнпа та ларура палăртнă çитменлĕхсене шута илсе вĕсене пурнăçламаллине кăтартса хăварчĕç. Кун йĕркинчи ыйтусем тăрăх тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç. Районăн экономикине аталантарас тесен "лава" пурин те пĕрле туртмаллине палăртрĕç.

А. НИКОЛАЕВА.



24 сентября 2005
00:00
Поделиться