Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Наци чечекленĕвĕ

о Шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекенсен кунĕ умĕн

Наци чечекленĕвĕ

Вăрмар поселокĕнчи шкул çулне çитмен ачасен 3-мĕш номерлĕ "Шуçăм" ача сачĕ 1984 çулхи март уйăхĕнче уçăлса хăйĕн пĕрремĕш шăпăрланĕсене хаваспах кĕтсе илнĕ. Пĕлтĕр кăна кунти коллектив ача сачĕ уçăлнăранпа 20 çул çитнине паллă турĕ.

"Лаша пуласси - тихаран, çын пуласси ачаран паллă", - тетпĕр. Ачасене мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс воспитани парса ỹстересси, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарса спортпа туслаштарасси, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтересси, пĕр сăмахпа, хамăр тăван çĕр-шывăн тивĕçлĕ гражданĕсем пулччăр тесе тăрăшасси - пирĕн коллективăн пĕрремĕш тĕллевĕ пулса тăрать. Паянхи кун патшалăх ачасене тĕрĕс-тĕкел ỹсме, пур енлĕ аталанма, вĕренсе пĕлỹ пухма тĕрлĕ майсем туса парассипе сахал мар ĕçлет. Çакăнпа пĕрле пирĕн ĕçченсем те обществăна юрăхлă ачасем çитĕнччĕр тесе тăрăшулăх кăтартаççĕ. Паянхи куна пирĕн ача садне 85 ача çỹрет. Вĕсенчен 4 группа йĕркеленĕ. Ачасем сывлăхлă, ăслă-тăнлă, ырă-кăмăллă çитĕнччĕр тесе кунта 27 ĕçчен вăй хурать. Вĕсенчен: воспитательсем - 8, кĕçĕн воспитательсем - 5, повар, кĕпе-йĕм çăвакан, медицина сестри, музыка руководителĕ, логопед тата ыттисем те. Педагогика кадрĕсенчен виççĕшĕ - аслă пĕлỹллĕ, ыттисем - ятарлă вăтам пĕлỹллĕ. Шкул çулне çитмен ачасене пăхса ỹстерес, вĕсене çителĕклĕ воспитани парас, çут çанталăкпа тăван тавралăха юратма, ăна сыхлама хăнăхтарас, сывлăхлă çитĕнтерес тесен опычĕ те, пĕлĕвĕ те çителĕклех. "Ачасем - пурнăç калчисем", - теççĕ халăхра. Вĕсене пур енлĕ аталантарса воспитани парсан кăна чăваш наци чечекленĕвĕ патне ăнтăлма пултаратпăр. Ку вара педагогика ĕçĕнче тăрăшакансен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать. Пирĕн коллектив, ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле тăрăшса çитĕнекен ăру пуласлăхĕшĕн, ыранхи çутă малашлăхшăн кĕрешет. Сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурса ача садĕнче тĕрлĕ енлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Тĕслĕхрен, "Сывлăх эрнинче": спорт, сывлăх, чечексен, "хаваслă витаминсен" кунĕсем, тематикăлла экскурсисем, походсем йĕркелетпĕр. Ачасен çуллахи канăвне усăллă та интереслĕ ирттерессипе те çулсерен ятарлă программа йышăнатпăр, организма пиçĕхтерекен тĕрлĕ процедурăсем пулаççĕ. Апатланăва та çирĕп режимпа йĕркелесе ачасене витаминсемпе пуян апат-çимĕçпе сăйлатпăр. Çапла, ачасем - пирĕн пуянлăх. Районта иртекен конкурссене хутшăнса сахал мар призлă вырăнсене çĕнсе илме пултартăмăр. Пĕрлĕхлĕ ĕçлесен кăна ыранхи куна çирĕп утăмпа кĕме пултаратпăр, мĕншĕн тесен ачасем - ыранхи пуласлăх.

М. ПЕТРОВА,

заведующи.



24 сентября 2005
00:00
Поделиться