Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Табак - сывлăх тăшманĕ

Табак - сывлăх тăшманĕ

Табак, эрех-сăра сывлăхĕшĕн сиенлине пурте лайăх пĕлетĕр. Апла пулин те, çакна пĕлсех, сывлăха сиенлеттерекенсен йышĕ Чăваш Енре те сарăлсах пырать. Уйрăмах пируспа "туслашакансен" йышĕ çамрăкланни пăшăрхантарать. Çамрăк ăру урам тăрăх пирус мăкăрлантарса пыни пурне те шухăшлаттарма тивĕç. Енчен те маларахри çулсенче вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсенчен вăрттăн туртма хăтланнă пулсан, халĕ вара пĕр вăтанмасăрах, именмесĕрех табак мăкăрлантараççĕ, хăйсен ỹпкисем витĕр сĕрĕмлĕ наркăмăша сăрăхтарса кăлараççĕ. Табак туртнин кăтартăвĕсене тĕпчесе пĕтĕмлетнĕ. Вĕсемпе килĕшỹллĕн пируспа пуçа минретекенсенчен нумайăшĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнине çирĕплетнĕ. Статистика кăтартнă тăрăх çулсерен табакпа усă куракан 5 миллион çын çут тĕнчепе сыв пуллашса тăванĕсене, ачисене тăлăха хăварать. Палăртмалла: пирĕн çĕр-шывра табак туртнине пула кашни кун 700 çын вăхăтсăр çĕре кĕрет, пирус туртакансем вара тантăшĕсенчен 10-12 çул сахалрах пурăнаççĕ.

Çавăнпа та ĕнтĕ Чăваш Ен халăхĕн сывлăхне сиенлĕ витĕм кỹнине чакарас тĕллевпе 2004 çулта Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров "Табак туртнин сиенĕ пирки асăрхаттарасси çинчен" Указа алă пусса çирĕплетрĕ. Республикăра пирус туртассине чакарассипе ятарлă программа та ĕçлеме пуçларĕ. Ку вара пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эрех-сăра, пирус, наркотик общество чирĕ, пысăк çăпанĕ. Енчен те эпир ачасене пуласлăх калчисем тетпĕр пулсан, вĕсемпе ĕçлемеллех, профилактикăлла ĕçсене вăйлатмаллах, унсăрăн ыррине ан та кĕт.

В. ГУРЬЕВА.



24 сентября 2005
00:00
Поделиться