Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял хуçалăхне çĕклесси - çамрăксенче

о Фермер ĕçĕ-хĕлĕ

Ял хуçалăхне çĕклесси - çамрăксенче

Ял хуçалăхне çирĕп кадрсемпе тивĕçтересси чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çак енĕпе фермерсем çултан çул ырă ĕçсем тăваççĕ. Вăрмар районĕнче 114 фермер хуçалăхĕ. Вĕсене ертсе пыракансенчен çурри ытла çамрăк çынсем. Çавсем хушшинче ырă тĕслĕхпе палăрса тăраканĕ - Тикаш ялĕнче пурăнакан Владимир Иванов.

Çамрăк-ха хуçалăхĕ, нумай пулмасть кăна ăна регистрациленĕ. Хуçалăх тыр-пул, пахча çимĕç ỹстерет, ытти ĕçсем те тăвать. Çаврăнăçуллă фермерăн 280 гектар çĕр. Тулă - 120, урпа - 150, çĕр улми 10 гектар çинче çитĕнтерет. Фермăра - 150 пуç сысна. Тыр-пул пуçтаракан 2 "Нива" комбайн, 4 трактор, виçĕ "КамАЗ" автомашина яланах ĕçе хатĕр. Тырра Вăрмарти элеватора ăсатаççĕ. Çĕр улми вара хамăр республикăран пуçласа Кострома облаçĕ таранах сутăнать.

Хăйĕн фермер хуçалăхĕпе мăнаçланать В.Иванов. Сăлтавсăр та мар, çỹлерех асăннă çитĕнỹсемсĕр пуçне вăл чылай ял çамрăкне ĕçе явăçтарать. Хулана тухса каякан çамрăксен йышне чакарни тỹрремĕнех ял хуçалăхне çĕклессипе çыхăннă.

И. СТЕПАНОВА,

райадминистрацин физкультурăпа спорт,

çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн

ĕçĕсене туса пыраканĕ.



24 сентября 2005
00:00
Поделиться