Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ача укçине камсене параççĕ?

о Ыйтăр - хуравлатпăр

Ача укçине камсене параççĕ?

Уйăхсерен паракан ача пособийĕ пирки ыйтса çырнă çырусем редакцие килсех тăраççĕ. Çавăнпа та ЧР Ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин министерстви Чăваш Республикин "Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем парасси çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн кашни уйăхри пособие палăртнă тата тỹленĕ чухне тĕл пулакан ыйтусене хуравласа хатĕрленĕ материалпа палăртма шутларăмăр. Вăл сире пулăшасса шанатпăр. Редакци тĕпелне райадминистрацин социаллă хỹтлĕх управленийĕн начальникне В.ИВАНОВА чĕнтĕмĕр.

- Ашшĕ-амăшĕсем ачисемшĕн халĕ пособи мĕн чухлĕ илсе тăраççĕ?

- Чăваш Республикин Саккунĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пĕр ачашăн - 100 тенкĕ, икĕ ачашăн - кашнине 125-шер тенкĕ, виççĕ е тата ытларах пулсан - кашнине 140-шер тенкĕ.

Ачана пĕччен ỹстерекен амăшĕн кашни уйăхра илекен пособи 100 процент таран ỹсет, ашшĕ-амăшĕсем алимент тỹлессинчен пăрăнакан, алимент шыраса илме май килмен тата службăра тăракан çар çыннисен ачисен 50 процент таран.

Пĕрле пурăнакан 16 çула çитмен ачасемшĕн паракан пособие ашшĕ-амăшĕсенчен пĕри илме пултарать. 16 çул тултарсан вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра кăна, анчах та 18 çула çитиччен çеç. Кашни çын пуçне тухакан çемье тупăшĕ пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен пысăк пулмалла мар.

Чăваш Республикинче виççĕмĕш кварталта çемьен кашни членĕ пуçне тивекен пурăнмалли чи пĕчĕк виçе 2294 тенкĕпе танлашать.

2004-2005 вĕренỹ çулĕнче 16 çултан иртнĕ ачана вĕренни çинчен панă справка кăçалхи июнĕн 30-мĕшĕччен çеç юрăхлă. Июль, август, сентябрь уйăхĕсемшĕн пособи тỹлесси чарăнса ларать. Ача 2005-2006 вĕренỹ çулĕнче вĕренет пулсан районти социаллă хỹтлĕх управленине сентябрь уйăхĕнче справка тăратмалла. Çавăн пек çемьесене июль уйăхĕнчен пуçласа октябрь таранах пособи тỹлеççĕ, малалла вара кашни уйăхрах.

- Уйăхсерен паракан пособие илнĕ чухне хăшне шута илеççĕ?

- 1. Ашшĕ-амăшĕ те ĕçлеççĕ пулсан;

2. Пĕри ĕçлет, тепри урăхла тупăш илет пулсан:

- пенси;

- предприниматель ĕçĕпе вăй хурсан;

- килти хуçалăхра ял хуçалăх продукчĕсем туса илеççĕ е выльăх-чĕрлĕх усраççĕ пулсан.

3. Иккĕшĕ те ĕçлемеççĕ, уйăрса панă çĕр çинче ял хуçалăх продукчĕсем туса илмеççĕ тата выльăх-чĕрлĕх усраççĕ пулсан;

4. Амăшĕ ачисене виçĕ çула çитиччен пăхнă вăхăтра, ашшĕ ĕçлет /пенси илет, предприниматель ĕçĕпе тăрăшать, 0,25 гектар çинче вăй хурать, ĕне тытать е 0,50 гектар çĕр пур пулсан/.

5. Ачасем 14 çула çитиччен тăрантаракан вилнипе ĕç пенсийĕ илет пулсан.

6. Ашшĕ-амăшĕ уйрăлсан, ачипе пурăнакан çемье составне ашшĕн е амăшĕн, çавăн пекех ачашăн тỹлекен тупăш кĕрет пулсан. Çемье законодательстви тăрăх ашшĕ-амăшĕ уйрăлни вĕсен ачана воспитани парас тата пăхса ỹстерес тивĕçĕ пĕтнине пĕлтермест. Ашшĕ-амăшĕнчен пĕри ачана пулăшма хăй ирĕкĕпе килĕшмесен теприн ăна алимент шыраса илме суда памалла.

Çỹлте каланисемпе уйăхсерен паракан ача пособийĕсене сирĕн илме май килет пулсан, район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх управленийĕн ачасен пособийĕсене паракан уйрăма заявлени çырса çак документсене тăратмалла:

- Ачан ашшĕ-амăшĕ юлашки виçĕ уйăхра илнĕ тупăш пирки справкăсем тăратмалла. Ăна кадрсен пайĕ çирĕплетекен ĕç кĕнекин копийĕ пулмалла.

- Ял администрацийĕнчен çемье составĕ çинчен справка илмелле. Унта çĕр лаптăкĕ, ĕне, сысна, кайăк-кĕшĕк, вĕлле пуррине кăтартмалла.

- Вăрмар поселокĕнче пурăнакансен çемье составĕ çинчен справкăна поселок администрацийĕнчен, çĕр пирки кадастр палатинчен илмелле.

- Ашшĕ-амăшĕсем икĕ ялта пурăнаççĕ пулсан, çемье составĕ çинчен справкăсене çав ял администрацийĕсенчен илмелле.

Пĕлтерекенĕн çавăн пекех мăшăрсен паспорчĕсем, перекет кĕнеки пулмалла.

Уйрăлнă мăшăрсен алимент шыраса илме ĕç пуçарни çинчен суд приставĕсем панă справка пулмалла.

- Ирĕкрен хăтарнă ашшĕ-амăшĕн ачашăн пособи илме мĕнле документсем тăратмалла?

- Ашшĕ-амăшĕнчен пĕрне ирĕкрен хăтарнă пулсан теприн çав учреждени асăннă çын ĕçлеменни е çирĕплетнĕ тапхăрта мĕн чухлĕ ĕçлесе илни çинчен панă справкăна тăратмалла.

- Пуçламăш, вăтам, аслă професси пĕлĕвĕ паракан учрежденире кăнтăрлахи уйрăмра вĕренекен ашшĕ-амăшĕ стипенди илмест пулсан вĕсен ачашăн пособи илме право пур-и?

- Çак категорири ашшĕ-амăшĕн пособи валли вĕренни тата стипенди илни е илменни çинчен справка тăратмалла.

                                               А.Хованский калаçнă.



28 сентября 2005
00:00
Поделиться