Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăхпа пĕрле

о Интервью

Халăхпа пĕрле

"Хĕрлĕ ялав" хаçатăн паянхи хăни - Сергей Николаевич ХАРИТОНОВ. Вăл - Вăрмарти Перекет банкĕн заведующийĕ. Паян банк тата халăх ăнлавсем уйрăлми пайсем пулса тăраççĕ. Халăхăн банк пулăшăвĕпе усă курас туртăм çулсерен ỹссе пырать. Çавăнпа та вĕсен пулăшу парассин условийĕ8сене, тĕрлĕрен мелсене лайăхлатса пыни кашниншĕнех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юлашки вăхăтра ку енĕпе тивĕçлипех ĕçлеççĕ банкра тăрăшакансем, халăха тĕрлĕ енлĕ пулăшупа тивĕçтересси вĕсен чи пĕрремĕш тата тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри пулса тăрать.

- Сергей Николаевич, банкпа халăх хушшинчи çыхăну çирĕпленсе пыни куç кĕрет. Паянхи кун банк халăха миçе тĕрлĕ пулăшу парать?

- Хальхи вăхăтра халăха тĕрлĕ енлĕ пулăшу парасси - Раççей Перекет банкĕн Чăвашри уйрăмĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шутланать. Кредит мелĕпе халăхăн кирек хăш енĕпе те усă курма майсем туса парасси, çăмăллăхсемпе усă курма вĕрентесси - пирĕн тĕп тивĕç. Халĕ банк кашнинех тĕрлĕ-тĕрлĕ кредитсемпе тивĕçтерет. Кредит мелĕпе Раççей Федерацийĕнче пурăнакан 18 çултан пуçласа 75 çулчченхи çын усă курма пултарать. Кредитсем те тĕрлĕрен: Пенси, Шанса паракан /Доверительнăй/, авто, тавар, пĕр хутчен памалли /Единовременный/, хаклă хутсене заклада хунăшăн паракан тата хаклă йышши металсене залог хывса илнĕ тĕлĕшпе тата ытти кредитсем те пама пулать. Çавăн пекех Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн Указĕсемпе килĕшỹллĕн кил-çурта газ кĕртес, хваттер туянас, кил-çурт çавăрас тесен пирĕн банк ятарласа газификаци валли тата çамрăк çемьесене кредит уйăрса парать. Акă кăçалхи август уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса банк çулталăк çурăлăха паракан кредитсене, тĕслĕхрен, тавар, авто, Пенси, Доверительнăй кредитсен ставкисене 16 процента çити чакарса уйăрма пуçларĕ. Ставка шайĕсене пĕчĕклетсе Перекет банкĕ клиентсене лайăх майсем туса пама тăрăшать. Кредитпа ĕçленин подразделенисен тытăмĕ анлăланни, тĕрлĕ кредит илме май пурри тата халăха пулăшма пирĕн патĕнче пысăк квалификациллĕ, ăста специалистсем ĕçлени пурне те кирлĕ кредита вăхăта тăсмасăр илме май парать.

- Банк пулăшăвĕпе усă курса халăх пурĕ миçе пин тенкĕлĕх кредит илме пултарчĕ?

- Кăçал Перекет банкĕ халăха 62 миллион та 273 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă кредитсем уйăрса панă. Ку шутран уйрăм çынсене - 8 миллион та 746 пин, киле çут çанталăк газĕ кĕртмешкĕн 595 çемьене 11 миллион та 779 пин, "Çамрăк çемье" программăпа килĕшỹллĕн 30 çула çитмен 76 çамрăк мăшăр 20 миллион та 655 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă кредитсем илме пултарчĕç.

Кунсăр пуçне тĕллевлĕ программăсемпе килĕшỹллĕн районти ял хуçалăхĕсене те тĕрлĕ енлĕ ĕçсем тума пулăшса çăмăллатнă кредитсем уйăратпăр.

- Сирĕн банкра укçа-тенкĕ тытакан вкладсен йышĕ паян мĕн чухлĕ?

- Вĕсен йышĕ - 67 пин ытларах. Вĕсем хушшинче уйрăм çынсем, пенсионерсем тата ыттисем те.

- Раççей тенкипе ĕçленисĕр пуçне эсир тĕрлĕ ытти валютăпа та ĕçлетĕр.

- Çапла, евро, долларсене илетпĕр, сутатпăр, хаклă йышши металсемпе, хаклă хутсемпе ĕçлетпĕр, тĕрлĕ юбилейсем валли кăларнă хаклă вак укçасем халăха сутатпăр.

- Ĕçри ăнăçу кадрсенчен килет тетпĕр эпир час-часах. Миçе çын тăрăшать хальхи вăхăтра банкра?

- Перекет банкĕнче паян 36 çын ырми-канми тăрăшать, пĕлĕвне, ăсталăхне ỹстерессишĕн, ĕç кăткăслăхĕсене алла илессишĕн вăй хурать, палăртнă тĕллевсемпе ĕмĕтсене пурнăçлассишĕн малалла ăнтăлать.

В. ГУРЬЕВА калаçнă.



28 сентября 2005
00:00
Поделиться