Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йывăрлăхсене парăнмасăр

о Ял хуçалăхĕ

Йывăрлăхсене парăнмасăр

Район ĕçченĕсем республикăри Министрсен Кабинечĕпе район администрацийĕ социаллă-экономикăллă аталану енĕпе туслăн, пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлес енĕпе тунă Килĕшĕве пурнăçа кĕртсе пырассишĕн çине тăрса кĕрешеççĕ. Тăрăшни ĕçпе çирĕпленет. Çакна ял хуçалăх культурисем туса илнĕ çĕрте кăтартусем лайăхланни те аван çирĕплетсе парать. Тухăç вăрлăхран килет тенĕрен, кăçалхи çуркунне акса хăварнă вăрлăхсен пахалăхĕ, унчченхи çулхипе танлаштарсан, чылай лайăхрах пулнă. Пысăк тухăç паракан вăрлăхпа çĕнетсе пырас енĕпе "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики, "Арабоси" агрофирма, "Шигали", "Вăтам Энĕш", "АгроВладина", "Рассвет" хуçалăхсем ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртмалла. Кăçал тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 9285 гектар çинче çитĕнтернĕ, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 102 процент, Килĕшỹпе пăхнипе илсен 108 процент пулать. Çĕр улми лаптăкĕ те ỹснĕ. Пахча-çимĕçе те ытларах лаптăк çинче туса илнĕ.

Кăçалхи сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне тĕш тырă культурисене 8881 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, бункер виçипе пурĕ 16081 тонна тырă тухнă, Килĕшỹпе палăртнипе илсен 139,8 процент. Кашни гектартан 18,1 центнер тухăç илнĕ. Çĕр улмие 114 гектар çинче çитĕнтернĕ, пурĕ 1326 тонна пухса кĕртнĕ, кашни гектартан 116,3 центнер, Килĕшỹпе палăртнинчен чылай нумайрах.

Ял хуçалăх предприятийĕсем нумай çул ỹсекен курăксене 883 гектар акнă е производствăпа финанс планĕнче палăртнипе илсен 120 процент.

Районти ял хуçалăх управленине усăсăр выртакан çĕрсем пурри чăннипех те пăшăрхантарать. Çавăн пек çĕрсен лаптăкне пĕчĕклетес тĕлĕшпе юлашки çулта чылай ĕçсем туса ирттернĕ. "Арабоси" агрофирма "Дружба" ял хуçалăх кооперативĕн 1064 гектар çĕрне арендăна илнĕ. "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики "Ковали" хуçалăхăн усăсăр выртакан 373 гектар çĕрĕпе усă курма пуçланă. Кивĕ Мăнтăрти çĕр хуçисем хăйсен пайне, 435 гектара, "Рассвет" хуçалăха пама йышăнчĕç. "Кинчерское" хуçалăхăн 807 гектар çĕрне "Вăтам Энĕш" тулли мар яваплă общество арендăна илчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе 459 гектар çĕре "Сиразиев" уйрăм предпринимателе çирĕплетсе панă.

Ял хуçалăхĕ çĕнĕ йышши техникăпа пуянлансах пырать. Юлашки икĕ çул хушшинче "Арабоси" агрофирма икĕ МТЗ трактор, комбинациллĕ икĕ КПИР-3,6 культиватор, утă çулса пухмалли "Ягуар" косилка туяннă.

Çĕнĕ техника туянас енĕпе "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики, "Шигали" хуçалăх тата ытти хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсем пуçарулăх кăтартаççĕ.

Тĕш тырă культурисен тухăçне ỹстерес тĕлĕшпе "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики, "Шигали", "Вăтам Энĕш", "Яниковское" тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсем ỹсен-тăрана химилле майпа хỹтĕлемелли препаратсемпе, минераллă удобренисемпе тĕллевлĕ усă кураççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас тĕлĕшпе те хăш-пĕр ỹсĕмсем пур. Кăçалхи 8 уйăхра Килĕшỹпе палăртнинчен аш-какай туса илессипе 100,3 процент, сĕтпе 103,1 процент пурнăçланă. 9 уйăхри итогсемпе çăмарта туса илесси пурнăçланмалла.

Сыснасен пуçĕ планпа палăртнинчен 116,6 процент шутланать. Çав вăхăтрах тĕп амасем сахалланса пыни пăшăрхантарать.

Районĕпе 8 уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 1563 килограмм сĕт суса илнĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 309 килограмм нумайрах.

Анчах та мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ чакса пыни пире чăннипех те канăç памасть. Çавна пулах пăрусем илмелли плана тултараймастпăр.

Рабочисене ĕç укçи тỹлесси ỹссе пырать пулин те, хăш-пĕр хуçалăхсенче парăм пысăкки пире канăç памасть. Ку енĕпе пирĕн ĕçлемелли сахал мар-ха.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çул итогĕсемпе "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики - 380,6 "Арабоси" агрофирма - 947, "Шигали" хуçалăх 596 пин тенкĕ тупăш илнĕ.

Кăçалхи сакăр уйăхра ял хуçалăх енĕпе 9 уйăхри плансене пур енĕпе те пурнăçланă.

Ял хуçалăх производствинче лару-тăру йывăррине шута илсе район администрацийĕ инвесторсем тупса ĕçе кирлĕ пек йĕркелессишĕн çине тăрать.

В. НИКОЛАЕВ,

райадминистрацин ял

хуçалăх управленийĕн

начальникĕ.



28 сентября 2005
00:00
Поделиться