Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление администрации Урмарского района с Международным днем пожилых людей

Хисеплĕ те хаклă ĕçпе вăрçă ветеранĕсем,

ватă çыннăмăрсем, асаннесемпе асаттесем,

кукамайсемпе кукаçисем!

Вăрмар район администрацийĕ Сире уявпа - Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлать.

Кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕ, хăйĕн ăраскалĕ. Кашни ватă çыннăн хăйĕн ватлăхĕ. Хăшĕсем ачисенчен, мăнукĕсенчен чăннипех те ырă кăна кураççĕ. Вĕсем çамрăксене кирлĕ. Çамрăксем вĕсене хисеплеççĕ, хĕрхенеççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Теприсен вара е ачи-пăчи пулман е пур пулсан та вăл вĕсене кирлĕ мар. Ватă çыннăн ниçта кайса кĕме те çук. Вăл хăйĕн кирлĕмарсăрлăхĕпе нушаланса пурăнать. Çавăнпа та халĕ нумай çĕрте ваттисен çурчĕсем уçăлнă.

Сирĕн пурнăçăрта сахал мар йывăр кунсем-çулсем пулнă. Тем тĕрлĕ хуйхă-суйхă та чăтса ирттернĕ эсир. Вăрçă асапне те курнă. Анчах эсир нихăçан та пуçа усман, йывăрлăха парăнман, малаллах талпăннă, кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ, çамрăк ăрăва ура çине тăратассишĕн пĕтĕм вăйран тăрăшнă.

Йывăрлăхсене чăтса ирттернĕшĕн, хăвăра шеллеменшĕн, пĕтĕм вăй-хала парса пуласлăхшăн тăрăшнăшăн сирĕн умăрта пуç таятпăр. Сывлăху çирĕп пултăр сирĕн, ачасенчен, мăнуксенчен ырă кăна курмалла пултăр. Чăннипех те канлĕ ватлăх сунатпăр.

Вăрмар район

администрацийĕн пуçлăхĕн

ĕçĕсене туса пыраканĕ              Н.Г. Яковлев



30 сентября 2005
00:00
Поделиться
;