Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăтлă çуртра - канлĕ ватлăх

о Паян - Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ

Хăтлă çуртра - канлĕ ватлăх

Пирĕн çĕр-шывра çулсерен ватăсене хисеплесе, сума суса Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне паллă тăваççĕ.

Паян уйрăмах тимлĕхсĕр, хỹтлĕхсĕр юлнă ватăсене чысласси, вĕсене хỹтĕлесси - пирĕн пĕрремĕш тивĕç. Самана улшăнса пынă май, Раççей çĕр-шывĕнчи демографи лару-тăрăвĕ улшăнма пуçларĕ, ватăсен йышĕ çултан-çул ỹссе пыни куç кĕрет. Çакна вара статистика та çирĕплетсе парать. Çавăнпа пирĕн обществăн пĕрремĕш тивĕçĕ - хỹтлĕхсĕр юлнă ватă кинемейсемпе мучисене тивĕçлĕ пурнăç условийĕсем туса парса канлĕ ватлăх парнелесси. Ку енĕпе пирĕн çĕр-шывра "Ветерансем çинчен", "Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хỹтлĕх парасси çинчен" саккунсемпе тата "Аслă ăру", "Раççей Федерацийĕнче инвалидсен социаллă реабилитацийĕ" тĕллевлĕ республика программисем пурнăçа анлăн кĕрсе пыраççĕ. Ятран пулăшу парасси, тĕрлĕ çăмăллăхсемпе тивĕçтересси те ỹсет.

"Ватта сума сăвакана - сăвап", - теççĕ халăхра. Халăх "ватăлса" пынă май, ватăсене хỹтлĕх, канлĕх туса парас, вĕсен сывлăхĕсене çирĕплетес, йывăр шăпаллăскерсене ырă сăмахпа, ĕçпе чун-кăмăлне çĕклесе йăпатас тĕллевпе Арапуçĕнче ваттисен икĕ çурчĕ ĕçлет. Вĕсенче паянхи куна 40 çын пурăнать. Енчен те малтанхи çулсенче ватăсем çуллахи тапхăрта тăван киле пурăнма, кил ăшшипе, вучахĕпе киленме васканă пулсан, халĕ вара пачах урăхла. Ветерансем ваттисен çуртĕнче ĕçлекенсен ырă чун-кăмăлне туйса кунтах тĕпленеççĕ. Пурăнма пур условисем те туса пама тăрăшаççĕ кунта вăй хуракансем. Ырă та ăшă сăмах темĕнле эмелтен те паха сиплет. Çакна вара лайăх ăнланаççĕ пурте. Ватăсене халĕ 10 çын пăхса тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать. Н.Скворцова медицина сестри вĕсен сывлăхĕшĕн яваплăх туять, И.Александровăпа А.Иванова поварсем тутлă та вĕри апатпа, витаминлă çимĕçсемпе сăйлаççĕ. Пахча çимĕçне ватăсем 20-25 гектар çĕр çинче çитĕнтерсе илеççĕ. Унта вара - суханĕ, çĕр улмийĕ, кишĕрĕ, чĕкĕнтерĕ, ыхри... Пурне те хăйсен вăйĕпе туса илеççĕ. Çавăн пекех кил картишĕнче 5 сурăх тытаççĕ. Лариса Иванова, Л.Максимова, В.Васильева, Л.Иванова, А.Иванова социаллă ĕçченсем ватăсен кăмăлĕпе вăй-хăватне çĕклеме чунри мĕн пур вăя параççĕ, канлĕх парнелеççĕ. Çапла вара ватăсен кун-çулне те тăсма май пур. Кинемейсенчен чи "пуянни" 1911 çулхи Анна Степановна Степанова, халĕ вăл 94 çулта. Хăйсене аван туяççĕ ватăскерсем, вĕсене пулăшма яланах хатĕр социаллă ĕçченсене, кунти Л.Софроновăпа Н.Петрова заведующисене чун-чĕререн тав тăваççĕ.

Çултан çул сисĕнмесĕрех иртет. Кашниех вара, паян мар пулсан ыран, ватлăх куçран тинкернине туять. "Ватă çын - тăватă çын", - теççĕ халăхра. Çавăнпа та пирĕн çумра пурăнакан ватăсене хисеплесе вĕсен умĕнче пуçăмăрсене таясчĕ.

В. ГУРЬЕВА.



01 октября 2005
00:00
Поделиться