Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Музыкăна вĕренеççĕ

о Октябрĕн 1-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери юрă-кĕвĕ кунĕ

Музыкăна вĕренеççĕ

Вăрмарти ачасен искусство шкулĕнче кăçалхи вĕренỹ çулĕнче 7 уйрăмра 270 ача вĕренет. Кунта чи çамрăк кĕвĕ ăстисене баянпа аккордеон, домра, гитара, балаллайка, фортепиано тата вĕрсе каламалли инструментсем çинче выляма, ытти ачасене юрлама-ташлама, картинăсем ỹкерме 31 преподаватель хăнăхтарать. Вĕсенчен 25-шĕ - аслă пĕлỹллĕ, 6-шĕ училищĕсем пĕтернĕ. Учительсен ушкăнĕнчен 12 педагогĕ кунтан вĕренсе тухнисемех. Вĕсем музыка енĕпе тĕрлĕрен аслă тата вăтам пĕлỹллĕ вĕренỹ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнă хыççăн тăван шкултах ĕçлеççĕ.

Унсăр пуçне вуншар педагог çĕр-шывра тĕрлĕ çĕрте музыка енĕпех тăрăшулăх кăтартаççĕ.

Н. ИВАНОВ,

шкул завучĕ.



01 октября 2005
00:00
Поделиться