Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пулăшу пахалăхĕ - тĕп вырăнта

о Октябрĕн 1-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери тухтăр кунĕ

Пулăшу пахалăхĕ - тĕп вырăнта

Сывлăх - этем пурнăçĕнче чи хакли. Унăн виçине нимĕнпе те танлаштараймăн. Ахальтен мар ĕнтĕ халăхра: "Сывлăх пулсан - эпир пуринчен те пуян", - теççĕ. Çакна вара район больницинчи пĕрремĕш категориллĕ врач-эндоскопист В. Тимушкин питĕ лайăх ăнланать. Вăл хамăр районти Тикаш ялĕнче çуралса ỹснĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Шупашкарти патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă, районти тĕп больницăн эндоскопи кабинетĕнче вăй хурать. Унтанпа 10 çул ытла иртрĕ ĕнтĕ. Çак çулсенче ырă сăмахсем сахал мар илтме тивĕçнĕ хăйĕн ĕçне чунтан юратса пурнăçлакан тухтăр. Ăна ĕçре Е.Александрова медицина сестри пулăшса пырать. "Ĕç кăткăслăхне, вăрттăнлăхне питĕ лайăх ăнланакан çын вăл", - тет В.Тимушкин ун пирки сăмах тапратсан. Чăнахах та вĕсен ĕçĕнче çав тери тимлĕ пулмалла, ку вара чи кирли. Кунта вар-хырăм (ФГДС), бронхит (ФБС), пыршăлăх (ФКС), шăк хăмпи (ФЦС) чирĕсемпе аптрасан тĕрĕслесе сывалма пулăшаççĕ. Ку чирсемпе больницăна çулталăкра 1500 ытла çын килет. Пурин валли те ăшă кăмăл, ырă сăмахсем тупаççĕ пархатарлă шурă халатлă ĕçченсем. "Тĕп вырăнта - пулăшу пахалăхĕ", - теççĕ вĕсем.

А. НИКОЛАЕВА.



01 октября 2005
00:00
Поделиться