Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ачалăха чун ăшшине парнелекенсем

Ачалăха чун ăшшине парнелекенсем

Пирĕн çĕр-шывăмăрта иккĕмĕш çул ĕнтĕ сентябрĕн 27-мĕшĕнче шкул çулĕчченхи ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Çак куна ятарласа йышăнни питĕ тĕрĕс, мĕншĕн тесен шкул çулĕчченхи вăхăт - уйрăмах яваплă та пĕлтерĕшлĕ. Шăпах ачалăх тапхăрĕнче шăпăрлансен сывлăхпа ăс-хакăл никĕсĕ çирĕпленсе юлать. Шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекенсем хăйсен тỹпине хывнипе ачасене шкула, пурнăçа хатĕрлеççĕ, çавăнпа та вĕсен çирĕп утăмпа ырă пуласлăха кĕме шанăç пур. Вĕсен ырă пуласлăхĕшĕн ĕçлекенсем вара чăннипех те ырă ята тивĕç. Шăпах çак куна халалласа нумай пулмасть поселокри 3-мĕш номерлĕ "Шуçăм" ача садĕнче пархатарлă ĕçре ĕçлекенсене чысларĕç. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева, вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А.Веселовский, вĕрентỹ пайĕн методисчĕсем Л.Кашмакова, Е.Николаева, З.Никифорова, районти ача сачĕсенчи мĕн пур ĕçченсемпе педагогика ĕçĕн ветеранĕсем пухăнчĕç. Пĕчĕкскерсене тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе чунпа парăнса ĕçлекенсене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕпе Л.Голубевапа районти вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А.Веселовский уяв ячĕпе саламларĕç, тухса тăракан тĕрлĕ йывăрлăхсемпе чăрмавсене çĕнтерсе пымашкăн çирĕп сывлăх, чăтăмлăх, ĕçре ăнăçусем, телей сунчĕç. Ачасен сывлăхĕсене çирĕплетес, вĕсене хăйсен сывлăхне упрама вĕрентес, кăмăл-сипетлĕхне, ăс-кăмăлне аталантарас, кирлĕ чухлĕ воспитани парас ĕçе парăннăскерсене, ĕçре тивĕçлĕ тỹпе хывнă педагогика ĕçченĕсене районти вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А.Веселовский Чăваш Республикин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн Г.Чернован саламĕпе паллаштарчĕ. Унтан ĕçре палăрнисене район администрацийĕн пуçлăхĕн, районти вĕрентỹ пайĕн, профсоюз комитечĕн Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем парса чысларĕç.

В. ГУРЬЕВА.



05 октября 2005
00:00
Поделиться