Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ачасем йывăç лартаççĕ

о Парксемпе садсем ешерччĕр

Ачасем йывăç лартаççĕ

ЧР Президенчĕ Н.Федоров 2005 çула "Парксемпе садсен çулталăкĕ" тесе палăртнă. Президент Указне пурнăçласа поселока тирпей-илем, хăтлăх кĕртес тĕллевпе Вăрмарти Г.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем кашни çулах йывăçсем лартассипе активлă ĕçлеççĕ. Акă, нумаях пулмасть 6 "а", "б" классенче вĕренекенсем шкул территорийĕ тавра 300 тĕп ытла хурăн лартрĕç. Унпа пĕрлех çăка, чăрăш йывăçĕсене те. Ачасене çут çанталăк илемне курма, юратма, ăна упрама вĕрентессипе пĕрремĕш вăтам шкулăн технологи предметне вĕрентекен В.Егоров тăрăшса вăй хурать. Вĕсем лартнă йывăçсене пурне те вăхăтра пăхса, шыв сапса тăраççĕ, çавăнпа хăрнă йывăçсем те çукпа пĕрех.

З. ПАВЛОВА.



05 октября 2005
00:00
Поделиться