Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăрушсăрлăх - пĕрремĕш вырăнта

Хăрушсăрлăх - пĕрремĕш вырăнта

Ылтăн кĕркунне туса çитĕнтернĕ çимĕçсемпе кăна мар, паллă уявсемпе те пуян. Акă, октябрĕн 5-мĕшĕнче районти ШĔПĕн ГИБДД уйрăмĕнчи ĕçченсем те хăйсен профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ. Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн тăрăшакансен кунне 1937 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнчен тытăнса уявлаççĕ. Вĕсен ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çул çинчи транспорт хăрушсăрлăхне тивĕçтерсе тата этем пурнăçĕшĕн яваплине туйса вĕсем çынсене çулсем çинче çỹремелли правилăсене хăнăхтарас тĕллевпе тимлеççĕ. Ку енĕпе ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕсем А.Васильев, Н.Александров, Н.Сергеев, А.Сергеев тăрăшулăх кăтартаççĕ. Вĕсен ĕçне А.Николаев начальник йĕркелесе, туслă коллектива ăнăçлă ертсе пырать. Çул-йĕр правилисем - водительсене, çуран çỹрекенсене çул çинче асăрхануллă пулма ыйтаççĕ.

Н. АЛЕКСАНДРОВА,

районти ШĔПĕн ГИБДД

уйрăмĕн ПЭВМ операторĕ.



05 октября 2005
00:00
Поделиться