Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кашни çын хăй пĕр тĕнче

о Паян - Уголовнăй шырав милицийĕн ĕçченĕсен кунĕ

Кашни çын хăй пĕр тĕнче

Милици службинче уголовнăй розыск чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Ку ĕç çыннăн пурнăçĕпе тĕпренех çыхăннă. Ахальтен каламан ĕнтĕ "Кашни çын хăй пĕр тĕнче" тесе. Кам та пулин ним паллисĕр çухалать-и е киревсĕр ĕç туса тарса çỹрет. Преступлени тунă хыççăн тĕпчесе суд сакки çине ларассинчен пытанать-и е вăрттăн çынна сăтăр туса пурăнать - пурне те эпир ĕçлекен служба тупса палăртать. Пирĕн ĕçри тепĕр тивĕçĕ вара çын преступлени çулĕ çине ан тăтăр тесе тăрăшасси. Çапла вара эпир ĕçлекен пай, кăçал ку таранччен пулнă 281 преступленирен 83,7 процентне тупса палăртнă. Криминал милицийĕ енĕпе кăçал 90 преступлени регистрациленĕ, пĕлтĕр çак вăхăтра - 64 кăна пулнă. Ăна уçса парасси 85,2 процентпа танлашать. Районта йывăр преступленисен шучĕ 45 пулнă, пĕлтĕр - 38. Вĕсен 78,9 процентне тупса палăртнă. Уйрăмах йывăр преступлени 4 пулнă пулсан, веçех уçса палăртнă. Хваттерсене çаратасси, вăйпа япала туртса илесси, çын çине вăрă-хурахла тапăнасси те час-часах тĕл пулать. Çамрăксем эрех-сăра ĕçсе çапкаланса çỹресе преступлени çулĕ çине тăрассинчен тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Наркотиксемпе усă курас тесе мак улăмĕ пуçтарса çỹрекенсене тытса чарса явап тыттарнă. Ку енĕпе "Мăкăнь-2005", "Допинг", "Канал" операцисем ирттернĕ. Кун йышшисене 3 преступление тупса палăртнă. Магазинсем çаратассипе 5 преступлени пулнă. Хĕç-пăшалсене килте саккуна хирĕçле упранăшăн 1 çынна, преступлени тунă хыççăн тарса çỹрекен 12 çынна явап тыттарнă.

"Розыск", "Грабитель", "Граж", "Вихарь антитеррор" операцисене те ăнăçлă ирттертĕмĕр. Уголовнăй розыск криминал милицийĕн пĕр пайĕ. Кунта пурĕ 4 çын ĕçлет. А.Михайлов - начальник, С.Галкин, А.Павлов, С.Казаков оперуполномоченнăйсем. Вĕсем пурте хăйсен ĕçĕсене пĕлсе туса пыраççĕ. Пире ĕçре вĕрентсе пыракансем - пирĕн ветерансем - Ю.Николаев, В.Константинов, И.Павлов, В.Павлов. Эпир вĕсенчен тĕслĕх илсе пыратпăр. Тавах вĕсене пуриншĕн те. Пирĕн ĕç халăхпа çыхăннă, çавăнпа та вĕсен пурнăçĕ йĕркеллĕ те лăпкăлăхра пултăр тесе тăрăшасси пĕрремĕш тивĕç.

Ю. МИХЕЕВ,
районти шалти ĕçсен пайĕн
начальникĕн пĕрремĕш заместителĕ -
преступленисене тĕпчесе пĕлекен пай начальникĕ.


05 октября 2005
00:00
Поделиться