Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление администрации Урмарского района с Днем учителя

Хисеплĕ учительсем, вĕрентỹ системин ĕçченĕсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!

Вăрмар район администрацийĕ сире професси уявĕпе - Учитель кунĕ ячĕпе чĕререн саламлать.

"Учитель" сăмах пирĕнте чи ырă туйăмсем çуратать. Мĕншĕн тесен эпир пурте хăй вăхăтĕнче шкулта вĕреннĕ. Вĕрентекен - пирĕншĕн чи паллă, чи ăслă тата ятлă-сумлă çын. Вăл обществăн ăс-хакăлне упраса пурăнать.

Аслă педагогăмăр тата вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев халалĕсене пурнăçласа, эсир, пирĕн учительсем, ачасене тата çамрăксене пĕлỹ панисĕр пуçне çынлăха хăнăхтаратăр, вĕсене кăмăл-сипете, саккуна хисеплеме вĕрентетĕр. Халăх сире çитĕнсе пыракан ăру умĕнчи тивĕçĕре манманшăн юратать.

Вĕрентỹ - общество пуянлăхĕн никĕсĕ пулни паллă. Пирĕн çĕр-шывра яланах социаллă пурнăçа тата экономикăна аталанма пулăшакан пулăм шутланать. Паянхи пурнăç условийĕсенче Тăван çĕр-шыва вĕрентỹ тата культура урлă кăна çĕнетме пулать. Урăх çул çук. Çавăнпа та патшалăх влаçĕн органĕсем вĕрентỹ ĕçне малалла аталантарас тесе хăйсенчен мĕн килнине пурне те тăваççĕ: пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсен тата ытти вĕрентỹ заведенийĕсен çĕнĕ çурчĕсене хăпартас тесе тăрăшаççĕ, вĕсен вĕрентỹпе пурлăх никĕсĕ аталанса пырать, педагогика ĕçченĕсене вĕрентсе хатĕрлесси тата вĕсен пĕлĕвне ỹстересси лайăхланать, çĕнĕ самана ыйтнине кура вĕрентỹпе воспитани парас ĕçе çĕнетсе пыраççĕ.

Анчах патшалăх, общество, эпир хамăр та вĕрентекенсем умĕнче пысăк парăмра. Çавăнпа та малашне тата нумайрах ĕç тума кирлине эпир лайăх ăнланатпăр. Çак нумай енлĕ ĕçре чи малтан вĕрентекеншĕн тăрăшмалла, мĕншĕн тесен вăл шкулта тĕп çын шутланать.

Сире пурне те ырлăх-сывлăх, телей, ыранхи куна çирĕп шанса тăмашкăн сунатпăр.

Вăрмар район

администрацийĕн пуçлăхĕн

тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ                Н.Г. Яковлев



05 октября 2005
00:00
Поделиться
;