Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление администрации Урмарского района с Днем работников уголовного розыска

Уголовнăй шырав милицийĕн сотрудникĕсемпе ветеранĕсем!

Вăрмар район администрацийĕ сире професси уявĕпе - Уголовнăй шырав милицийĕн ĕçченĕсен кунĕпе ăшшăн саламлать.

1918 çулта РСФСР шалти ĕçсен халăх комиссариачĕ уголовнăй шырав милицийĕн пайне йĕркелесси çинчен ятарлă Положени çирĕплетнĕ. Раççей милицийĕн уголовнăй шырав уйрăмĕ хăйне туса хунă тата ỹссе аталаннă вăхăтра вăрăм та çăмăл мар çулпа утса тухнă. Пурнăç сотрудниксем преступленипе кĕрешес, йĕркелĕхе çирĕплетес, халăхăн тата патшалăхăн интересĕсене хỹтĕлес енĕпе чи йывăр задачăсене татса пама пултарнине тĕрĕслерĕ.

Эсир те аслă юлташсен ырă йăлисене малалла тăсасса, пирĕн çынсен прависене тата саккунлă интересĕсене хỹтĕлес енĕпе хăвăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçласса шанатпăр.

Сире пархатарлă та тỹрĕ кăмăлпа тунă хастар ĕçĕршĕн чунтан тав тăватпăр. Пухнă опыт, ĕçри килĕшỹлĕх сире кирек мĕнле ыйтăва ăнăçлă татса пама пулăшĕ тесе шутлатпăр. Малашлăхра çирĕп сывлăх, ăнăçу, тулăх пурнăç, телей сунатпăр.

Вăрмар район

администрацийĕн пуçлăхĕн

тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ         Н.Г. Яковлев



05 октября 2005
00:00
Поделиться
;