Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕсен ĕçĕ пархатарлă

о Вĕрентỹ

Вĕсен ĕçĕ пархатарлă

Шăхаль районта пысăк ялсенчен пĕри. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланичченех ялта вăтам шкул ĕçлеме пуçланă. Унтанпа мĕн чухлĕ çамрăк вĕренсе тухса пурнăç çулĕ çине тăман пулĕ. Вăтам шкулта ĕçленĕ учительсене ырăпа кăна аса илмелле. Кунтан вĕренсе тухнă çамрăксем хальхи вăхăтра професси илсе тăван çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче вăй хураççĕ. Çамрăксене вĕрентсе воспитани парас ĕçре техслужащисен тỹпи те пĕчĕк мар. Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче техслужащисен ĕçĕ пĕрре те çăмăл пулман. Классене хутса ăшăтма вут-шанкă хатĕрлеме лекнĕ. Хуть те мĕнле пулсан та техслужащисем ирех тăрса кăмакасене хутса классене ăшăтма тăрăшнă. Вĕсен хушшинче Анна Андреевна Михайлова уйрăмах асăмра. Шкул лашине те пăхма ĕлкĕрнĕ. Ирина Порфирьевна Хренова, Екатерина Федоровна Зайцева, Елизавета Ивановна Иванова, Мелания Ивановна Медведева, Мария Петровна Петрова, Пелагея Петровна Михайлова та пултарулăхĕпе палăрса тăнă. Вĕсемпе Анна Ивановна Черемисова, Нина Петровна Ильяхунова çамрăксем те хастаррăн ĕçленĕ. Асăннă техничкăсем Нина Петровна Ильяхуновăсăр (Моисеева) пуçне пурте пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Ватă техслужащисен ырă ĕçне хальхи вăхăтра çамрăксем малалла тăсаççĕ, вĕсем виççĕн. Сăмахран Надежда Николаевна Дзюба, Светлана Николаевна Алексеева тата Галина Юрьевна Волостнова.

Мĕн пур вăйне хурса шкулта тирпей-илем, тасалăх кĕртессишĕн чунтан тăрăшни куç умĕнчех. Шкул коллективĕ, вĕренекен ачасем техничкăсен ĕçне сума сăваççĕ, вĕсене пулăшма яланах хатĕр. Шкул дирекцийĕ техничкăсене ĕçлеме лайăх условисем туса пама тăрăшать. Вĕсем валли тĕрлĕ спецовкăсем яланах хатĕр. Шкула çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленĕ çĕрте нумай вăй хучĕç. Шкул çуртне шалтан та, тултан та илемлетнĕ, урайне сарă краскăпа сăрланă. Шкулăн тулашри территорине те типтерлесех тăраççĕ. Вĕсен пархатарлă та яваплă ĕçне шкул коллективĕ, ашшĕ-амăшĕсем яланах хаклаççĕ, шкул ачисем те кăмăллă. Пурте сăпайлă, ĕçре ялан хастар.

В. ЧЕРНОВ,

педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Шăхаль ялĕ.



05 октября 2005
00:00
Поделиться