Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вут-кăвартан сыхланăр

о Пушар хăрушсăрлăхĕ

Вут-кăвартан сыхланăр

Кăçалхи 9 уйăхра пирĕн районта 38 пушар пулчĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 6 пушар ытларах. Вут-кăварта 8 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 800 пин тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ. 2004 çулта предприятисемпе организацисенче пушар пулман пулсан, кăçал вара çакăн пеккисем пурĕ 4 хутчен пулнă. Районта пушарсем ытларах электричество приборĕсемпе (38 %), вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе (31 %), кăмакасемпе мăрьесем юсавсăррипе (24 %) тухнă. Ача-пăчасем шăрпăкпа выляса тухнă пушарсен тĕслĕхĕсем те пур. Кун пекки 1 хутчен килсе тухнă. Кĕçех хутмалли, ăшăтмалли тĕрлĕрен кăмакасемпе усă курма пуçлатпăр. 2004 çулта октябрь уйăхĕнче 6 пушар пулнă. Вут-çулăм ытларах кăмакасенчен, е ăшăтмалли электричество приборĕсенчен тухнă. Çакăн пек ан пултăр тесен пурин те вут-кăварпа тимлĕ пулмалла. Юсавсăр кăмакасемпе, е мăрьесемпе усă курма юрамасть. Электричество приборĕсене сỹнтермесĕр ан хăварăр. Пушар тухнă инкексемшĕн кăçал районта 2 руководителе, 4 гражданина административлă явап тыттарнă. Ку таранччен районта предприятисемпе организацисене 112 тĕрĕсленĕ. Культура тата ял хуçалăх объекчĕсенче пушар правилисене пăхăнманни пăшăрхантарать. Çакăн пек лару-тăру хăçан та пулса инкек патне илсе çитеретех. Ялсенчи пушар автомашинисем юсавсăр пулни, унта пушар хуралне йĕркелеменни пысăк тăкак патне илсе çитереççĕ.

Халĕ районта пушар правилисене мĕнле пăхăннине 2 инспектор кăна тĕрĕслеççĕ. Çавăнпа та кашни предприятипе организацине, ялсемпе кил-хуçалăхсене 100 проценчĕпех тĕрĕслесе тăма май çук. Çавăнпа та ялсенче вырăнти пуçлăхсен, ял старостисемпе профилактикăлла группăсем пушарпа кĕрешес ĕçе активлă хутшăнни кирлĕ. Ял администраци пуçлăхĕсене пушар правилисене пăхăнманшăн 5 хутчен административлă явап тыттарнă.

Август уйăхĕнче районти шкулсемпе ача-пăча сачĕсене тĕрĕслесе предписанисем панă. Вĕренỹ çулĕ пуçлансан чылай шкулсенче пушара хирĕç кĕрешсе тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ. Анчах та хăш-пĕр шкулсенче кун пек мероприятисене ирттерме те палăртманнине хут çине çырса çирĕплетмен теслĕхсене тĕрĕслỹ комиссийĕ тупса палăртнă.

Электропроводасемпе электроприборсем кивелсе пыни пушарсен шутне çултан çул ỹстереççĕ. Апла пулсан тимлĕ пулнине нимĕн те çитмест.

В. ХОВАНСКИЙ,

районти пушар надзорĕн начальникĕ.



05 октября 2005
00:00
Поделиться