Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление администрации Урмарского района с Днем работника сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Ял хуçалăхĕн тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçăн хисеплĕ те хаклă ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!

Вăрмар район администрацийĕ сире професси уявĕпе - Ял хуçалăх тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе хĕрỹллĕн саламлать.

Хресчен ĕçне эпир уйрăмах пысăк вырăна хурса хаклатпăр. Ял ĕçченĕсене çут çанталăк панă ăс-хакăлшăн, çĕрпе тирпейлĕ усă курнăшăн, ĕçченлĕхшĕн тата чăтăмлăхшăн пĕтĕм халăх хисеплет. Вĕсем яланах патшалăхшăн çирĕп тĕрек пулнă.

Кăçалхи çулталăк та ял хуçалăх отраслĕшĕн çăмăл пулмарĕ. Электроэнерги, çунтармалли-çĕрмелли материалсен тата техника хакĕсем ỹсни кăна мар, çĕр ĕçченĕпе выльăх-чĕрлĕх пăхакана çанталăк условийĕсем те самаях пăшăрхантарчĕç. Апла пулин те тăрăшуллă ял ĕçченĕсем çавăн пек йывăр условисенче те çитĕнỹсем тума пултарчĕç.

Хисеплĕ çыннăмăрсем! Сире районти агропромышленность комплексне аталантарас тĕллевпе пĕтĕм вăя парса ырми-канми ĕçленĕшĕн чĕререн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, тулли телей тата ăнăçу сунатпăр.

Вăрмар район

администрацийĕн пуçлăхĕн

тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ               Н.Г. Яковлев



07 октября 2005
00:00
Поделиться
;