Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçлекен йывăрлăха çĕнтерет

Ĕçлекен йывăрлăха çĕнтерет

"Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче усă куракан çĕр 2240 гектар, çав шутра 2006 гектар сухаланă çĕр. Кăçал кашни гектартан амбар виçипе 31,2 центнер тĕш-тырă туса илнĕ. Ытти кăтартусем те пĕрре те начар мар. Ĕçлекен - йывăрлăха çĕнтеретех тесе калама пулать вĕсем пирки, мĕншĕн тесен ку хуçалăх районта малта пыракансенчен пĕри.

"Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ", - теççĕ халăхра. Акă кĕрхи ăмăр çанталăксем пуçланчĕç. Уй-хир пушанса юлчĕ. Çапах та пухнă пурлăх еплерех виçепе кĕнине палăртма кăмăллă. Çак тĕллевпе пуçтарăнчĕç те ĕнтĕ "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинчи ĕçченсем. Вăй-халне хĕрхенмесĕр ĕçленĕ çынсене хавхалантарма пĕлни те мĕне тăрать. Ятарласа ял хуçалăх кунне ирттерме кунта Хусан чукун çул начальникĕн кадрсем енĕпе ĕçлекен заместителĕ А.Васин килсе çитнĕ. Вăл "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинчи ĕçченсемпе кăмăллине палăртса Хисеп грамотисемпе укçан премисем пачĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Николаев уяв ячĕпе саламласа район ял хуçалăх енĕпе еплерех ĕçлесе пынипе, район çитĕнĕвĕнче "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин пысăк тỹпи пурри çинче чарăнса тăчĕ, производствăра мала тухнисене парнесем пачĕ.

Хуçалăх дирекцийĕ ячĕпе ĕçре палăрнисене кашни отрасльпе уйрăмшар укçан тата хаклă парнесем парса хавхалантарчĕç.

А. НИКОЛАЕВА.



08 октября 2005
00:00
Поделиться