Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ылтăн алăсем ĕçсĕр лармаççĕ

Ылтăн алăсем ĕçсĕр лармаççĕ

"Дива былинные" ятлă декораципе хушма искусствин выставкине ирттерчĕç. Унта районта пурăнакан 10 ытла ăстаçă хăйĕн ĕçĕсене тăратма пултарчĕ. Экспозицисенче йывăç çинче эрешсем касни, çыхнă, тĕрленĕ, çăрса тунă япаласене курма май пулчĕ. Выставкăна ятарласа килнĕ çынсем Мăнçырмара пурăнакан ĕç ветеранĕн Н.Романован стена çине çакмалли тĕрленĕ кавирĕсемпе, çак ялтах тĕпленнĕ Э.Савельеван чĕнтĕр салфеткисемпе, Энĕшпуçĕнчи Н.Ильинăн ку ялти тата Чупайĕнчи чиркỹсен макечĕсемпе, Шăхалĕнчи А.Горбуновăн эрешлĕ шкатулкисемпе, В.Сушарковăн каснă ывăсĕсемпе тата алă ăстисен ытти ĕçĕсемпе паллашма пултарчĕç. Курава килнĕ çынсем çавăн пекех районти ачасен художество шкулĕнче вĕренекенсен - Д.Николаевăн, О.Гаврилован, Н.Ивановăн, С.Филимоновăн, С.Александровăн тата ытти ачасен пултарулăхĕпе кăсăкланчĕç. "Кунти кашни экспозици чăваш халăхĕн историйĕпе, культурипе çыхăннă уйрăлми пайĕ пулса тăрать. Декораци искусстви пире пурне те - ачасене те, çитĕннисене те - наци пуянлăхĕпе культурине упрама тата хисеплеме вĕрентет, ăстаçăсен ĕçне чыслама хăнăхтарать, халăхăн культура шайне ỹстерет", - терĕ райадминистрацин культура пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Т.Пичкова, çынсене кураври экспозицисемпе паллаштарнă май.

Т. ВАСИЛЬЕВА,

методист.



08 октября 2005
00:00
Поделиться