Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Катринăпа" "Рита" тайфунсем сиен кỹреймен

о Пулни - иртни

"Катринăпа" "Рита" тайфунсем сиен кỹреймен

Çĕнĕ Орлеанра пулса иртнĕ çут çанталăк алхасăвне илтмен çын юлман та пулĕ. Америкăна ĕçлеме кайнă Чăваш Республикинчи хĕрсем те лекнĕ ун авăрне. Унта пулнă пирĕн районти Катя Шишкина октябрĕн 2-мĕшĕнче Америкăран киле таврăннă. Ку вара тăванĕсемпе юлташĕсемшĕн, пĕлĕшĕсемшĕн пысăк савăнăç пулнă. Телее, "Катринăпа" "Рита" тайфунсем чăваш хĕрĕсене сиен кỹреймен. Тăван çĕртен аякра хăй мĕн тỹссе ирттернине Екатеринăн аса илесех те килмест, каламасăрах паллă ĕнтĕ çак хăрушă самант - вилĕмпе куçа-куçăн тăнипе пĕрех. Халĕ Е.Шишкина хăй вĕреннĕ çĕрте - Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ патшалăх университетĕнче - ют çĕр-шыв факультечĕн 4-мĕш курсĕнче вĕренме тытăннă. Çамрăк хĕре малашне ăнăçу кăна сунар.

А. НИКОЛАЕВА.



08 октября 2005
00:00
Поделиться