Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

РФ Патшалăх Думин депутачĕн П. Семеновăн, районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн призĕсене çĕнсе илессишĕ

о Сывă пурнăç йĕркишĕн

РФ Патшалăх Думин депутачĕн П. Семеновăн,

районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн призĕсене

çĕнсе илессишĕн

Çăмăл атлетика енĕпе районта мала тухассишĕн ирттернĕ кросс массăллăхпа палăрса тăчĕ. 300 ытла спортсмен хăйĕн пултарулăхне тĕрĕслерĕ. Кашни вăтам тата тĕп шкултан, предприятисемпе организацисенчен, учрежденисенчен командăсем йышлăн килнĕ. Кунĕ те ятарласа тенĕ пекех спортсменсемшĕн пулчĕ тейĕн. Хĕвел хăйĕн ăшă пайăркисене çĕр çине пĕр хĕрхенмесĕр сапаларĕ, спортсменсен кăмăл-туйăмне çĕклерĕ.

Ирхине 10 сехет. Ăмăртăва хутшăнакансем стадионта пĕр рете йĕркеленсе тăнă. Ăмăртăвăн тĕп судйи А.Ноздрин спортсменсем ăмăртăва хатĕрри çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн заместительне Л.Голубевăна рапорт парать.

Людмила Николаевна "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" девизпа ирттерекен акцие хутшăннисене саламлать, спортра ăнăçусем сунать.

Пухăннисене çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕн П.Семеновăн пулăшуçи А.Чернов саламларĕ.

- "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" ирттерекен акци сывлăха çирĕплетес тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакăн пек мероприятисем йĕркеленине РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов ырлать. Ку енĕпе вăл сире пулăшма яланах хатĕр. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партийĕн Атăлçи Пĕтĕм регионĕсен координаци канашĕн координаторĕн заместителĕ пулма çирĕплетнĕ май, вăл çамрăксен организацийĕсемпе тата спорт енĕпе ĕçлет, - терĕ Александр Михайлович.

Пухăннисене "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн тĕп редакторĕ П.Алексеев саламларĕ.

- Райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пайĕпе пĕрле ирттерекен акци çамрăксен сывлăхне çирĕплетме пулăшать. Çакăн пек мероприятие кашни çулах ирттерме, ăна йăлана çирĕп кĕртме тăрăшатпăр. Сире пурне те спортра çитĕнỹсем тума сунатăп, - пĕлтерет Петр Васильевич.

Ăмăрту ялавне çĕклеме командăсен капитанĕсене ирĕк параççĕ. Чăваш Республикин Гимнĕ мăнаçлăн янăрать.

Унтан А.Ноздрин тĕп судья ăмăрту йĕркипе паллаштарать.

Районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатпа райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пайĕ йĕркеленипе ирттерекен çăмăл атлетсен кĕркуннехи кросĕ пуçланать.

Старта чи малтанах тĕрлĕ çулсенчи хĕрсемпе хĕрарăмсем пĕрле тухаççĕ. Вунпĕрĕн вĕсем. 1 километр чупмалла.

18-29 çулсенче çуралнисем хушшинче пĕрремĕш вырăна М.Терентьева (Вăрмар поселокĕ) çĕнсе илчĕ.

Çак çулсенчи арçынсем 2 километр чупрĕç. Çĕнтерỹçĕ ятне Е.Иванов (Патти ялĕнчен) тивĕçрĕ.

30-39 çулсенчи хĕрарăмсенчен С.Егорова, арçынсенчен В.Кируш (иккĕшĕ те Чупайĕнчен) çĕнтерчĕç.

40-49 çулсенче çуралнисенчен Н.Павлова (Чулкас) çитекенни пулмарĕ.

50-59 çулхи хĕрарăмсем хушшинче И.Трофимова (Вăрмар поселокĕ) пĕрремĕш пулчĕ.

Арçынсенчен В.Зайцев ("Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцийĕ) чи мала тухрĕ.

60 çултан иртнĕ арçынсенчен Н.Михайлов (Вăрмар поселокĕ) спорт ветеранĕ чи пултарулли пулчĕ.

Старта 6-7 классенче вĕренекен хĕрачасем тухаççĕ. Вĕсен 500 метр чупмалла. 61 çамрăк старта тухма хатĕрленсе тăнă. Йышлăн килнĕрен 4 ушкăна пайларĕç.

- Марш! - илтĕнсе каять команда. Пурте малалла тухса вирхĕнеççĕ.

Акă результачĕсем те паллă. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Чупай шкулĕнчи Л.Никифоровăпа А.Кириллова çĕнсе илеççĕ. Арапуçĕнчи Л.Чумакова виççĕмĕш вырăнта.

Арçын ачасен 1000 метра чупса ăмăртмалла. Вĕсем те йышлăн килнĕ, пурĕ 65. Чи пултарулли вара Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулти Е.Васильев пулчĕ. Арапуçĕнчи А.Ефремов - иккĕмĕш, Кĕтеснерти К.Питруков виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

8-9 классенче вĕренекен хĕр ачасем 1000 метра чупса тупăшрĕç. Çивĕч кĕрешỹре пĕрремĕш вырăна О.Кудряшова (Энĕшпуç) çĕнсе илчĕ. И.Антоновăпа (Урнар), С.Галкина (Чупай) - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Арçын ачасенчен 2000 метрлă дистанцире чи вăйлă чупаканни Д.Иванов (Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул) пулчĕ. Çак шкулти А.Александров - иккĕмĕш, С.Николаев (Чупай) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Акă, старта тухма 10 - 11 классенче вĕренекенсем хатĕрленеççĕ. Хĕр ачасем - 23, арçын ачасем - 31. Ăмăртусем питех те çивĕч иртрĕç. Хĕр ачасем икĕ километра чупрĕç.

Старт парсанах малти рете А.Иванова (Энĕшпуç) тухрĕ те мĕн финиша çитичченех малта пычĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. А.Никитина (Кивĕ Вăрмар) иккĕмĕш пулчĕ. Энĕшпуç шкулĕн командинчи А.Ивановăпа К.Петрова виççĕмĕшпе тăваттăмĕш вырăнсене пайларĕç.

Арçын ачасем 3000 метрлă дистанцире тупăшрĕç. Пĕрремĕш вырăна С.Иванов (Патти) йышăнчĕ. С.Изосимов (Энĕшпуç) иккĕмĕш пулчĕ. А.Сарапаевпа (Энĕшпуç) С.Антонов (Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Ăмăрту итогĕсене пĕтĕмлетме те вăхăт çитрĕ.

Вăтам шкулсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Энĕшпуç шкулĕн команди çĕнсе илчĕ. Аслă Чак шкулĕн команди - иккĕмĕш, Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул команди виççĕмĕш вырăнсенче.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчен пĕрремĕш вырăна - Чупай, иккĕмĕшне - Çĕнĕ Кинчер, виççĕмĕшне Кĕтеснер шкулĕсен командисем йышăнчĕç.

Организацисенчен Чупай ял администрацийĕн команди çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Кивĕ Вăрмар ял администрацийĕн команди. Вăрмар поселок администрацийĕн тата районти шалти ĕçсен пайĕн командисем виççĕмĕшсем пулчĕç.

Ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăннă спортсменсене П.Семенов депутат ячĕпе хаклă парнесем парса чысларĕç.

Мала тухнă командăсене районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцийĕпе райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн дипломĕсемпе наградăларĕç, шкулсенчи çĕнтерỹçĕ-командăсене 2006 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăма "Хĕрлĕ ялав" хаçат çырăнса пама пулчĕç.

А. ХОВАНСКИЙ.



08 октября 2005
00:00
Поделиться