Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ватăсем пур кăмăлтан савăнчĕç

 

Ватăсем пур кăмăлтан савăнчĕç

ВĂРМАР ПОСЕЛОКĔ. Ваттисен кунне халалласа районти предприятисемпе организацисенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене чысласа, вĕсене хисеплесе чылай мероприятисем ирттерчĕç. Октябрĕн 1-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче пухăннă мĕн пур ватăсене уявпа саламларĕç, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç. Аслă ăру çыннисене паллă кунпа саламласа халăх фольклор ансамблĕ, культура çурчĕн ташă ушкăнĕсем, уйрăм солистсем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Н. ШИШКИНА.

КАВАЛ. Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне чысласа ирттересси Кавалта та йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кăçал та ăна анлăн паллă турĕç. Культура çуртне вăрçăпа ĕç ветеранĕсем, ватăсем чылаях пуçтарăннă. Обществăлла ĕçе хастар хутшăнакан ветерансене О.Герасимовăна, Е.Рисовăна тата В.Туртушова район администраци ячĕпе Хисеп грамотисемпе наградăларĕç.

Концерт пуçланчĕ. Сцена çине шкул ачисем тухса тăчĕç. Вĕсем юрăсем юрласа, ташласа куракансене савăнтарчĕç.

Концерта хатĕрлесе ирттерме И.Степанова, Э.Бормисова, В.Табаков учительсем тăрăшрĕç, вĕсемех ăста ертсе пычĕç.

Культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕ малалла тăсрĕ концерта. И.Огурцова, А.Стекольщикова, Т.Григорьева, Г.Иванова юрланă "Ан хурлан", "Эсир пурришĕн хавас" юрăсем уйрăмах килĕшрĕ ватăсене. В.Табаков хăй çырнă "Тăван ял" юрăна юрласа савăнтарчĕ.

Ачасен садне çỹрекен К.Кохнурова тата К.Иванова "Кукаçипе куками" юрланă юрă тата вĕсем каланă сăвăсем пурне те тĕлĕнтерсе ячĕç.

В. ТУРТУШОВ,

обществăлла корреспондент.

МĂНÇЫРМА. Мăнçырма ялĕнче Ваттисен кунне паллă тума ветерансем валли тĕл пулма ятарласа уйăрнă çурта 65-80 çулсенчи ватăсем йышлăн пухăнчĕç. Шел, вăрçă ветеранĕсем çакăн пек уявсене çỹреме хал çитерейми пулчĕç.

Мĕнле уяв пултăр-ха пĕр юрă-ташăсăр? Пухăннисем ыйтнипе Н.Родионов юрă хыççăн юрă шăрантарчĕ. Хĕрарăмсен ушкăнпа юрласа çамрăк чухнехи юрăсене аса илчĕç. Ваттисен кунĕ ячĕпе культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ юрăçсен ушкăнĕ пысăк концерт хатĕрленĕ. Л.Петров, Н.Филиппова, Э.Кузнецова, Э.Савельева, О.Васильева ("Парне" фольклор ушкăнĕн юрăçи) ватă çынсене юрăсемпе саламларĕç, кăмăлтан савăнтарма пултарчĕç.

"Ватă çын - тăватă çын", - теççĕ халăхра. Çак ваттисен сăмахĕ чăнах та тĕрĕс пулнине çирĕплетсе пачĕ хăйĕн ĕç çулĕсене автобус водителĕнче ирттернĕ 75 çулхи Михаил Гаврилович Левин. Çамрăк чухнехинчен пĕрре те кая юлмасть вăл ташăра, урисем мĕнле кăна выляса ĕлкĕреççĕ тесе пăхса лараççĕ хĕрарăмсем. Алă çупса, юрă юрласа пулăшса пычĕç ларакансем ташă юрринче çаврăнакансене.

Нумайччен янăрарĕ юрă-ташă кĕвви. Чунтан тав туса, хавас кăмăлпа саланчĕç Ваттисен кунĕ ячĕпе ирттернĕ уявран пирĕн хисеплĕрен те хисеплĕ ватăсем

З. ИЛЛАРИОНОВА,

Мăнçырмари хĕрарăмсен канашĕн председателĕ.

ХĔРЛĔÇЫР. Ваттисен кунне уявлама клуба 40 çын ытла пуçтарăнчĕ. Кунĕ те çавсем валлиех, хĕвел савса пăхать, çанталăк тỹлек, ăшă тăрать. Культура ĕçченĕсем вара вĕсене хăйсен юрри-ташшисемпе чылайччен савăнтарчĕç. 82 çулхи А.Александров вара купăспа пурне те чăваш ташшине йыхăрчĕ. Пур кăмăлтан ташларĕç ватăсем те, çамрăксем те. Е.Кондратьева, З.Шишкина "Ватăлатпăр çав тăван, ватăлатпăр" юрра чуна пырса тивмелле шăрантарчĕç. Хĕрлĕçырта пурăнакан чи ватă та сумлă К.Волкова та праçнике килсе курчĕ, пур кăмăлтан савăнчĕ. Клуб патĕнче ĕлĕкхи пек вăйă карти пулчĕ. Чаплă уява ирттерме спонсорсем те чылай пулăшрĕç.

Пĕтĕмĕшле каласан, уява килнисем пурте пур кăмăлтан савăнчĕç, килĕсене кăмăллăн саланчĕç.

Л. ТИХОНОВА,

Хĕрлĕçырти культура çурчĕн художество руководителĕ.

КĔЛКЕШ. Н.А.Афанасьев ячĕллĕ Кĕлкешри вăтам шкулта савăнăçлă лару-тăрура Ваттисен кунĕ иртрĕ. Вĕсен ячĕпе нумай ăшă сăмах пулчĕ.

Шкулти чи кĕçĕн ачасем те хăйсен юрри-кĕввипе тыткăнларĕç. Çавăн пекех хăнасене М.Григорьева, В.Кузьмин тата Н.Борцов (вăрçă ветеранĕ) ăста купăсçăсем савăнтарчĕç. Чылайччен кĕрлерĕ уяв.

Н.Иванова, О.Петрова ăста поварсем вара вĕсене тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç.

С. КОРНИЛОВА,

Кĕлкешри вăтам шкул директорĕн çумĕ.

ÇИТМĔШ. "Ман пуянлăхăм - эп пурăннă кун-çул", - тесе юрлаççĕ юрăра. Чăнахах та сывлăх енчен аван пурăнса ватлăх енне сулăнсан пуян теме юратех пулĕ. Пуянлăха кашни çын тĕрлĕрен виçепе виçет. Пурнăç çулĕн кашни кукăр кĕтессинче пулма тỹр килнĕ ватăсем вара тỹрех сывлăх пирки сăмах пуçараççĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, октябрĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне паллă тăваççĕ. Ку ятпа Çитмĕшри ялти клуба халăх чылаййăн пуçтарăннă. Шкул ачисем - В.Краснова, М.Кузьмина, В.Иванова, А.Александрова, А.Иванова, С.Иванов, Г.Илларионова хăйсен юрри-ташшисемпе куракансене тыткăна илчĕç. Мĕн чухлĕ ăшă сăмах, ырă аса илỹсем пулчĕç ваттисемшĕн çак кун. Ватăсем пĕрле ларса чей ĕçрĕç, шăкăл-шăкăл калаçрĕç.

А. НИКОЛАЕВА.



08 октября 2005
00:00
Поделиться