Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кăмăллă пулчĕç

о Çул çỹрев

Кăмăллă пулчĕç

Хĕвелпе пĕрле тăрса хĕвел ансан çеç пуçтарăнать хĕрарăмăн кил-тĕрĕшри ĕçĕ. Анчах та (кăмăл пулсан) канма та, вăхăта усăллă та интереслĕ ирттерме те пулать иккен. Ку енĕпе Мăнçырма хĕрарăмĕсене маттур тесе калас килет. Концерт е спектакль курма каймалла тесен хаваспах килĕшеççĕ вĕсем.

Хальхинче çул çỹреве çамрăк хĕрарăмсем çеç мар, 80 çула çывхарса пыракан е унтан та каçса кайнисем те кăмăлпах хутшăнчĕç. Тĕллев - Зеленодольск районĕнчи Раифăри арçынсен мăнастырьне çитсе курасси. Чăваш хĕрарăмĕ хăнана пушă алăпа кайма хăнăхманни кунта та палăрчĕ. Кашниех хамăр пахчара лартса туса илекен пахча çимĕçсене илнĕ. Раифа мăнастырьне çитсенех кучченеçсене монастырь столовăйне кĕрсе патăмăр. Унта ĕçлекенсем питĕ кăмăллă пулчĕç, чунтан тав турĕç, апат кĕрсе çиме чĕнчĕç. Мăнастырь территорийĕнче 2 чиркỹ. Малтан эпир Таса грузинка Нино чиркĕвне кĕтĕмĕр. Икĕ чиркĕвĕнче те, мăнастырь территорине пырса кĕнĕ çĕрти пекех, шăлаварпа тата çара пуç пыракансем валли ятарласа юбкăсем тата тутăрсем пур. Мăнастырь территорийĕпе паллашса çỹренĕ май пире ытларах нумай тĕрлĕ чечек ỹсни, вĕсен куçа илĕртекен илемĕ тĕлĕнтерчĕ. Пур çĕрте те тасалăх хуçаланать. Çурчĕсене çĕпетсе, сăрласа илемлетнĕ. Территори варринче вырнаçтарнă хĕвелпе вăхăт кăтартакан сехет умĕнче халăх йышлă тăрать. Эпир пынă чухне 12 сехет те 25 минутчĕ. Хамăр сехетпе "хĕвел" сехетне танлаштарса пăхрăмăр: вăхăта тĕп-тĕрĕс кăтартать. Мăнастырь хапхи тăррине вырнаçтарнă сехет те пире тĕлĕнтерчĕ: унăн диаметрĕ 2 метр иккен.

Мăнастырь тулаш енче - пĕве. Унăн йĕри-тавра килĕшỹллĕ, илемлĕ туса пĕтернĕ.

Палăртнă вăхăтра мăнастырь столовăйне апат çиме кĕтĕмĕр. Поварĕсем - хĕрарăмсем, ытти ĕçĕсене пурнăçлакансем - арçын-монахсем. Хăйсене вĕсем питĕ лăпкă, сăпайлă тытаççĕ. Апатшăн тав туса тухса кайнă чухне пире татах та килсе курма каларĕç. Хамăрпа пĕрле савăт-сапасене таса шыв тултартăмăр та кунта ĕçлекенсемпе сыв пуллашрăмăр.

Тулли кăмăлпа тухрăмăр арçынсен мăнастырĕнчен. Çул çỹреве хутшăннă хĕрарăмсем пурте кăмăллă пулнине палăртрĕç, малашне те çакăн пек çул çỹревсем йĕркелесен аван пулĕччĕ терĕç.

Çулсен шутне парăнмаççĕ-ха пирĕн пултаруллă хĕрарăмсем, ура çинче çирĕп тăраççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырсан сывлăх та çирĕп пулать, кăмăл та çĕкленỹллĕ, мал ĕмĕт те пысăк.

З. Илларионова,

Мăнçырмари хĕрарăмсен совечĕн председателĕ.



12 октября 2005
00:00
Поделиться