Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕчĕк предпринимательлĕхе - "симĕс çутă"

о Перекет банкĕ

Пĕчĕк предпринимательлĕхе - "симĕс çутă"

Кăçал Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕ хăйĕн мĕн пур филиалĕсенче пĕчĕк бизнес кунĕсем ирттерчĕ. Районта та çак мероприятие йĕркелени пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ, мĕншĕн тесен банк вĕсемпе тачă çыхăну тытни çĕр-шывăн экономика лару-тăрăвне лайăхлатма май парать.

Район администрацийĕнче ирттернĕ пĕчĕк бизнес кунĕсене халалланă ĕçлĕ тĕл пулăва Çĕрпỹри Перекет банкĕн кредитовани пайĕн тĕп инспекторĕ Г.Леонтьева, ку банкри ертсе пыракан инспектор З.Еремеева, Çĕрпỹри 4437 номерлĕ уйрăмĕн управляющи заместителĕ И.Петрова, 7 номерлĕ патшалăх налук инспекцийĕн инспекторĕ Г.Кандакова, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Н.Яковлев, райадминистрацин экономикăпа суту-илỹ пайĕн специалисчĕ Н.Михайлова, районти перекет банкĕн заведующийĕ С.Харитонов, Росгосстрахăн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмĕн начальникĕ А.Антонова, банк ĕçченĕсем тата районти пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Чи малтанах Н.Яковлев хăш-пĕр цифрăсемпе паллаштарчĕ. Хальхи вăхăтра районта регистраци тухнă уйрăм предпринимательсем - 428 çын, пĕчĕк предприятисен йышĕ - 73, предпринимательлĕх субъекчĕсенче ĕçлекенсем - 1449 çын. Ĕçлĕ халăх хушшинче пĕчĕк бизнес субъекчĕсен танлаштаруллă калăпăшĕ - 8,8 процент. Вĕсене усă курма арендăна панă муниципаллă пурлăхăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1167,05 тăваткал метр йышăнать. Предпринимательсем пĕтĕм шайри бюджетсене налук хывнин пайĕ - 9,7 процент тата ытти те.

Районти Перекет банкĕн заведующийĕ С.Харитонов пĕчĕк бизнес кунĕсен акци тĕллевĕ чи малтанах предпринимательсене кредит парса пулăшасси пулнине пĕлтерчĕ, çавна май банк вĕсемпе малалла та пĕрле алла-аллăн тытăнса ĕçлесси пирки каларĕ. Паллах, кредит пулăшăвĕпе усă курни производствăра çирĕп утăмсем тума кирлĕ. Хушма капитал вăл - бизнес аталанăвĕн тĕп çăл куçĕ. Пĕчĕк бизнеса ураланма е çĕнĕ йышши бизнес уçма банк пысăк кредит уйăрса парать. Кредит вăл - банкпа пĕчĕк бизнесăн интересĕсен килĕшỹллĕхĕ, хуçалăхăн производство калăпăшне ỹстерекен тĕп вăй-хăват.

Бизнес кунĕсен программи тăрăх банк ĕçченĕсем пулăшу илмелли йĕркепе, пĕчĕк бизнеса кредит памалли çĕнĕ меслетсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕç, пĕчĕк предпринимательлĕхе кредит пулăшăвĕ парас ĕçре малашне ансатрах мелсемпе усă курасси пирки каларĕç, вĕсене çитес вăхăтра пурнăçа анлăн кĕртесси çинчен пĕлтерчĕç. Тĕслĕхрен, пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсене халĕ 3 çуллăха кредит парасси ỹсет. Кредит илес текенсем валли документсен пуххине те сахаллатнă, унăн процентне те çăмăллатса параççĕ.

Хальхи саманара темĕнле бизнес та хăйĕн çирĕплĕхĕпе палăрса тăмасть. Паян уйрăмах кашни предприниматель хăйĕн бизнесне тĕрлĕ пăтăрмахсенчен сыхласа хăварма тăрăшать. Страхованипе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене татса пама тăрăшрĕ Росгосстрахăн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмĕн начальникĕ А. Антонова.

Акци пынă вăхăтра предпринимательсене кредит илмелли условисемпе тĕплĕн паллаштарни банкпа вĕсем хушшинчи çыхăнăва малалла та çирĕплетме, пĕр-пĕрне шанса ĕçлеме пулăшать. Паллă: кашни çул иртекен бизнес кунĕсем, унти паха информаци икĕ еншĕн те питĕ усăллă.

Юлашкинчен банк пуçлăхĕ С.Харитонов вĕсемпе çыхăну тытакан фермер хуçалăхĕн пуçлăхне В.Ванюкова диплом парса чысларĕ, хăйсен хушшинчи çыхăну татах та вăйланасса шанчĕ.

В. ГУРЬЕВА,

хамăр корреспондент.



12 октября 2005
00:00
Поделиться