Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пайщиксен пухăвĕ

о Райпо ĕçĕ-хĕлĕ

Пайщиксен пухăвĕ

Кавал ялĕнче пайщиксен пухăвĕ пулса иртрĕ. Пухура малтанах райпо экономисчĕ Л.Макарова предприяти кăçалхи 8 уйăхра мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Кăçал тавар çаврăнăшĕ 58 миллион та 300 пин тенке çитнĕ, пĕлтĕрхинчен 2,6Џ ытларах.

- Паян лавкка суту-илỹ центрĕ кăна мар, - терĕ Людмила Дмитриевна, - вăл халăха пур енлĕ пулăшса, йăла, медицина, ытти ыйтусене татса паракан тата хатĕрлев пункчĕ пулса тăрать. Лавккан тĕп тĕллевĕ - тупăш илесси çеç мар, халăх пурнăçне çăмăллатса пайщиксен тĕрлĕ ыйтăвĕсене татса парасси. Эпир инçетри пĕчĕк ялсене те манса каймастпăр. Чăрăшçырмара лавкка пĕр вăхăт хупă ларнă, халĕ вăл аванах ĕçлет. Çиçтĕпе, Пăвакасси ялĕсенче те лавккасем халăх ыйтăвне тивĕçтереççĕ.

Кавал лавккин 8 уйăхри тавар çаврăнăшĕ 1089 пин тенкĕпе танлашнă, кашни çын пуçне 1171 тенкĕлĕх тавар сутнă. Халăхран 24 пин килограмм сĕт пухнă, çĕтĕк - 235, макулатура - 140 килограмм. Тир, çăм, эмел курăкĕ те лавккара йышăнаççĕ, Вăрмара кайса çỹремелле мар.

Тухса калакансем те чылаййăн пулчĕç. А.Михайловăпа В.Чумычкина, С.Туртушова лавккаçсем аван ĕçленине палăртрĕç. Вĕсем çынсене яланах хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Малтан каласа хурсан лавккара çук таварсене илсе килсе параççĕ. А.Михайловăна çимелли таварсемпе пĕрле урăх таварсем упрани килĕшмест. Вăл магазинăн иккĕмĕш хутĕнче промышленность таварĕсен лавккине уçма сĕнет тата каçхи бара хупма ыйтать.

Н.Шанин ветерансене манса кайманшăн райпона тав тăвать. Райпо хăйсен ветеранĕсене кашни çулах Ваттисен кунĕпе саламлать, парнесем парать.

Тухса калакансем пурте Кавалти лавккара сутуçăсен ĕçне ырласа калаçрĕç. Вĕсем, çимеллисĕр пуçне, тĕрлĕ хуçалăх таварĕсем килсе сутаççĕ. Стройматериалсене киле илсе пырсах параççĕ. Çуллахи вăхăтра лавккара краска таврашĕ тем тĕсли те татăлмарĕ. Краска, олифа патне пĕр-икĕ банкăшăн Вăрмара чуп-ха, уйрăмах - ватăсен.

Пайщиксем Кавал лавккин ĕçне ырларĕç, "лайăх" паллă пачĕç.

В. ТУРТУШОВ,

обществăлла корреспондент.



12 октября 2005
00:00
Поделиться