Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Патшалăх премийĕн лауреачĕ

о Санăн çыннусем, район

Патшалăх премийĕн лауреачĕ

Валерий Георгиевич Андреев 1958 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнче Энĕшпуç ялĕнче рабочи çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Георгий Андреевич, чукун çул çинче мастерта, амăшĕ, Таисия Михайловна, клуб работникĕ, каярахпа çĕвĕç пулса ĕçленĕ. Халĕ вĕсем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Кĕçĕнни, Виталий, Канашра чукун çул çинчи санэпидемстанцин тĕп врачĕ пулса ĕçленĕ.

Валерий Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта 1965 çултан пуçласа 1972 çулччен 1-7 классенче вĕреннĕ. Вĕренỹре ăсталăхпа тăрăшулăх кăтартса яланах "5" паллăсем илнĕ. 8-10 классенче Шупашкарти 2 номерлĕ физикăпа математика шкулĕнче вĕренет. Унта вăл хăйне тавçăруллă та пултаруллă пулнине кăтартать. 1975 çулта, физикăпа математика шкулне пĕтерсен, Мускаври хурçăпа металл хутăшĕсен институтĕнчи "Полупроводниковые материалы и приборы" факультетне вĕренме кĕрет. 1980 çулта "Электронлă техникăн инженерĕ" квалификацине илсе института чи лайăх паллăсемпе, хĕрлĕ дипломпа пĕтерет. Ăна Мускаври çав институтрах аспирантурăра вĕренме хăвараççĕ. Кунта Валерий Георгиевич наукăпа тĕпчев ĕçне ăнăçлă туса пырать. Кĕске вăхăтрах çут çанталăкри çĕнĕ пулăмсене уçса палăртать, икĕ авторла свидетельство илме тивĕçлĕ пулать. "Физика математических материалов" ятлă вĕрентỹ пособийĕ, сакăр наука ĕçĕсем çырса кăларать, "Технология полупроводников и материалов электронной техники" темипе диссертаци хатĕрлесе хỹтĕлет, çапла вара техника наукисен кандидачĕ пулса тăрать. Çав вăхăтрах вăл "Университет педагогического мастерства" курс пĕтерсе алла диплом илет.

Наукăпа тĕпчев ĕçĕсене производствăпа çыхăнтарас тесе Пенза облаçĕнчи Кузнецк хулинче приборсемпе ферритсен заводĕнче ĕçлеме пуçлать. Кунта ăна конструкторпа технологи бюровĕн начальникĕ пулма уйăрса лартаççĕ. Çак çулсенче В.Г.Андреев çамрăк ученăй наукăпа тĕпчев ĕçĕнче чăн-чăн çитĕнỹ тăвать. Вăл ертсе пынипе çĕнĕрен тĕрлĕ ферритсем туса кăлараççĕ, ку тарана çитсе пĕлмен суперпарамагнитлă резонанс пулăмне уçса палăртаççĕ, 12 авторла свидетельство тата 11 изобретени патентне илеççĕ, 60 наука ĕçĕсем, 2 монографи, вĕрентỹ пособийĕ çырса хатĕрлеççĕ.

Унăн ĕçне пысăка хурса хаклаççĕ, РФ Президенчĕн Указĕпе 1996 çулта В.Г.Андреева "За самораспространяющийся высокотемпературный синтез ферритов, разработку и промышленное освоение новой высокоэффективной технологии" ĕçсемшĕн Патшалăх премине памалла тăваççĕ.

2001 çулта вăл, заводран куçса, Кузнецк хулинчи информаципе управленин технологи институтĕнче "Естественнонаучные и технические дисциплины" кафедрине ертсе пырать. Кунта вăл студентсене лекцисем вулать, "Материаловедение ферритов" тата "Материалы и компоненты магнитоэлектроники" вĕрентỹ кĕнекисене çырса кăларать, доктор диссертацине хатĕрлет.

Энĕшпуçĕнчи тăван шкул пĕлтĕр февраль уйăхĕнче 120 çулхи юбилейне анлăн паллă турĕ. В.Г.Андреев, уява хутшăнса, шкулти Çар мухтавĕн музейне "Проблема порошкового материаловедения" тата "Водорастворимые связующие вещества в технологии порошковых ферритовых материалов" кĕнекисене алă пусса парнелерĕ.

В.Г.Андреев 2005 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнче диссертацие ăнăçлăн хỹтĕлесе техника наукисен докторĕ пулса тăрать.

Пĕтĕм ял халăхĕ, çывăх тăванĕсем В.Г.Андреев ученăя, унăн çемйине тата ашшĕпе амăшне наукăпа тĕпчев ĕçĕнче паллă ỹсĕмсем тунăшăн ырласа савăнаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна студентсем хăйсем хушшинче "академик" теççĕ. Малашне те Валерий Георгиевича çĕнĕ çитĕнỹсем туса пырса академик пуласса шанас килет.

47 çулхи пултаруллă наука ĕçченĕ В.Г.Андреев хăйĕн мăшăрĕпе Нина Андреевăпа 2 хĕр пăхса ỹстерет.

Çуллахи вăхăтра Валерий Георгиевич Энĕшпуç станцинчи илемлĕ вăрман хĕрринче вырнаçнă тăван кил-çурта хăйĕн çемйипе канма килсе çỹрет.

И. КРИКОВ,

обществăлла корреспондент.

Энĕшпуç ялĕ.



12 октября 2005
00:00
Поделиться