Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пысăк хăватпа, пахалăхлă

о Çул-йĕр ĕçченĕсен кунĕ умĕн

Пысăк хăватпа, пахалăхлă

Экономика аталанăвĕн чи кирлĕ ресурсĕ - çулсем. "Чăвашавтодор" унитарлă патшалăх предприятийĕн "Вăрмарти çул-йĕр управленийĕ" филиалĕн ĕçченĕсем паха çул-йĕр хывассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Кăçалхи 9 уйăх кăтартăвĕсем те курăмлă.

Кунти ĕç-хĕлпе паллашнă хыççăн çакă паллă пулчĕ. Рабочисемпе специалистсем пĕр шухăшлă пулса тăрăшаççĕ. Коллективри кашни çын предприяти йĕркеллĕ ĕçлетĕр, тăкаксем чакса пыччăр тесе тăрăшать. Çакă çĕнĕрен çул-йĕр тума пулăшать, район территорийĕнчи мĕн пур çула кирлĕ пек тытса тăмалли никĕс пулса тăрать. Çул-йĕр тăвасси пирки сăмах тапратнă май, кăçал ку енĕпе ĕçсем сахал мар пурнăçланă. Акă, халĕ Чулкас - Анаткас - Кĕлкеш автоçултан Кĕлкеш шкулĕ патне çити пурĕ 655 метр тăршшĕ çул хывма тытăннă. Çак ĕçсене пурнăçлама республикăра çул-йĕр хывассипе тăрăшакан 4 предприятинчен "Чăвашавтодор" унитарлă патшалăх предприятийĕ 4 миллион та 500 пин тенкĕлĕх тендер çĕнсе илнĕ. "Вăрмарти çул-йĕр управленийĕ" филиал вара çак çула пысăк пахалăхпа тăвассишĕн тăрăшать. Районĕпе пурĕ 140 километр тăршшĕ автоçула пăхса, юсаса тăраççĕ кунти ĕçченсем. Унсăр пуçне тепĕр 68 километр тăршшĕ - Куславкка районĕнче. Куславкка районĕнче кун пек предприяти ĕçлеме пăрахнă. Çавна май пĕтĕм лавĕ "Вăрмарти çул-йĕр управленийĕ" филиал çине тиеннĕ. Кăçалхи 9 уйăхра пурĕ 17 миллион та 570 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Рабочисем иртен пуçласа мĕн каçченех çул çинче: юсаççĕ, çĕнерен тăваççĕ, тикĕслеççĕ. Çакна палăртмалла: вĕсем пăхса тăракан çулсем пирки Патшалăх автоинспекцийĕ е ытти организаци енчен пĕрре те ỹпкелешỹ пулман.

Ĕç пахалăхĕ те пысăк шайра. "Эпир асфальт тунă çĕре минерал порошокĕ те хушатпăр. Вăл çул чăтăмлăхне палăрмаллах ỹстерет", - тет Валерий Георгиевич пахалăх пирки калаçнă май. Кирлĕ техника çителĕклĕ пулни те ĕçе тĕплĕ тата хăвăрт тума пулăшать. Пурĕ 60 единица техника шутланса тăрать. Хăйсен вăйĕпе пурлăхпа техника базине çулсерен вăйлатсах пыраççĕ. Хальхи вăхăтра 5 автотранспорт единици вырнаçмалăх гаража çĕнетессипе ĕçлеççĕ. Ку предприятие çут çанталăк газĕ кĕртнĕ.

Кĕрлĕ, çумăрлă, пăрлă е хĕлле юр хĕвнĕ чухне те çул-йĕре пăхса тăраççĕ хастар ĕçченсем. Çак вăхăтра усă курмалли материалсем те çителĕклĕ хатĕрленĕ.

Пĕтĕмĕшле каласан, мĕн тунипе лăпланса лармаççĕ кунти ĕçченсем, çĕнĕ ỹсĕмсем тума ăнтăлаççĕ.

З. ПАВЛОВА.



12 октября 2005
00:00
Поделиться