Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Районта - тепĕр тĕслĕх библиотека

о Культура

Районта - тепĕр тĕслĕх библиотека

Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн "Чăваш Республикинче ялти тĕслĕх библиотекăсем йĕркелесси çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн Кĕтеснер ялĕнче тĕслĕх библиотека уçрĕç. Районта ку улттăмĕшĕ пулчĕ. Хальхи вăхăтра вулавăш ялти культура çуртĕнче вырнаçнă, унта вăл 54 тăваткал метр лаптăклă вырăн йышăнать. Библиотека фондĕнче 13,4 пин экземпляр ытла кĕнеке упранать. Ялти 598 çын вулавăшпа туслă çыхăну тытса тăрать.

Тĕслĕх библиотекăна уçнă çĕре район, Кĕтеснер ял администрацийĕсен яваплă çыннисем, районти тĕп библиотека системин ĕçченĕсем, учительсемпе вĕренекенсем, ял халăхĕ йышлăн пухăнчĕç. Уява килнĕ хăнасем тĕслĕх библиотека уçăлнă ятпа нумай ăшă сăмахсем каласа саламларĕç, асăнмалăх парнесем тата свидетельство парнелерĕç.

Э. МАЛЕНКОВ,

район администрацийĕн информатизаципе

çыхăну пайĕн тĕп специалисчĕ.



12 октября 2005
00:00
Поделиться