Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление администрации Урмарского района с Днем работников дорожного хозяйства

Çул-йĕр хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!

Вăрмар район администрацийĕ сире професси уявĕпе - Çул-йĕр хуçалăхĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлать.

Çул-йĕр хуçалăхĕ район экономикине аталантарас ĕçре чи пĕлтерĕшлĕ сыпăксенчен пĕри шутланать. Паянхи кун пирĕн районта асфальт сарнă автомобиль çулĕсен тытăмĕ аталаннă. Çакă кỹршĕ районсемпе, республикăсемпе шанчăклă çыхăнма, районăн социаллă пурнăçĕн тата экономикин ыйтăвĕсене татса пама май парать.

Эсир паянхи хăвăр умра тăракан тĕллевсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласса, çул-йĕр ĕçченĕсен ырă йăлисене сыхласа хăварасса тата аталантарасса шансах тăратпăр.

Сире пурне те ырлăх-сывлăх, телей, ытлăх-çитлĕх тата ăнăçу сунатпăр.

Вăрмар район

администрацийĕн пуçлăхĕн

тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ               Н.Г. Яковлев



14 октября 2005
00:00
Поделиться