Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çывăх юлташăм

Пархатарлă кун-çул

(Пултаруллă ентеш, Чăваш халăх писателĕ

В. Алентей çуралнăрапа 86 çул)

 

Çывăх юлташăм

Эс, çĕр-шывăм, маншăн

Чи хитре кĕтес.

Пурăнас та саншăн,

Саншăнах вилес.

                         В. АЛЕНТЕЙ.

"...Ваçук Мăнçырмара вĕреннĕ чухнех сăвăсемпе аппаланатчĕ, пире те хавхалантаратчĕ. Хăй район хаçатне çырсах тăратчĕ, тантăшĕсене те хистетчĕ. Ялти ачасемпе 10-шар, 16-шар пус пуçтарса хут туянаттăмăр та алăпа çырса "Хĕлхем" журнал кăлараттăмăр. Пĕррехинче Ваçукпа Шупашкара кайса канма шут тытрăмăр, вăл хайлавĕсене ятлă çыравçăсене кăтартасшăнччĕ. Шупашкарта вĕсен виçĕ сыпăкри тăванĕ Григорий Алентей пурăнатчĕ, ВКП (б) обкомĕнче пичет секторĕнче ĕçлетчĕ. Вăрмартан Тĕрлемесе - пуйăспа, Тĕрлемесрен Куславккана - çуран, Куславккаран Шупашкара пăрахутпа çитрĕмĕр. Хайхи кĕретпĕр Г.Алентей ĕçлекен çурта. Хăй пире ытлах кăмăллă пулмарĕ пулас: "Хам та хăна çуртĕнче çеç пурăнатăп, сире ăçта илсе кайăп ĕнтĕ", - тет. Ваçук сăввисене питĕ тимлĕн вуларĕ. "Сăвă çырни лайăх-ха, - калаçать писатель. - Анчах та вулакансем ытларах калавсем, повеçсем кĕтеççĕ. Санăн, шăллăм, прозăлла япалусем лайăхрах та пулаççĕ пек туйăнать. Çыр".

...Алентей тăван Вăрмар ене питĕ юрататчĕ. 1985 çулта апрелĕн 26-мĕшĕнче писательрен çыру илтĕм. Унта çапла çырнăччĕ: "Ачалăхри, çамрăклăхри чи çывăх тус-юлташăм, Пантя!

...Тăван вырăнсем чĕнеççĕ. Кăпшар хĕррине кайса ларас килет. Çичçырма катине куратăп тĕлĕкре. Ачалăхри юлташсем - Улатисен Ваçукĕ, Миките, Ваçилипе Эверкки тухаççĕ куç умне.

                                                                    В.Алентей".

Тепринче вăл мана хăй патне килсе кайма чĕнчĕ. "Сăн ỹкерттерĕпĕр. Медальсемпех кил", - тенĕччĕ çырăвĕнче. Хăй ун чухне Таня ятлă хĕрĕ патĕнче Мичман Павлов урамĕнче пурăнатчĕ.

Пурăнас ĕмĕчĕ пысăкчĕ тусăмăн. Çапах та, тем сиксе тухасси пур тесе "Ял" ятлă автобиографилле калавĕн тĕп шухăшне асра тытма сĕнчĕ. Унта çавăн пек йĕркесем пур:

"...Ыйăх килмесĕр асапланса выртсан-выртсан, Якăп кашнинчех пĕр шухăш патне çитсе тухрĕ. Çав шухăш унăн пурнăçĕнче пысăкрах та пысăкрах вырăн йышăна пуçларĕ. Вилсен, тăван ял масарĕнчех арăмпа юнашар выртасчĕ манăн", - пăшăлтатрĕ вăл. Кашлайкин ăнланать-ха: ун хыççăн Йăмракасси масарне унăн ăрăвĕ тек выртас çук.

Çуралса ỹснĕ ял... Санран хакли мĕн пур-ши тĕнчере?"

П. МЕФОДЬЕВ

аса илĕвĕнчен.



15 октября 2005
00:00
Поделиться