Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ашшĕ çулĕпе

о Династии

Ашшĕ çулĕпе

Йăхран-йăха пыракан професси пирки илес пулсан, Шăхаль ялĕнчи МУКШАНОВСЕМ коопераци ĕçĕпе паллă. Ăна чи малтанах Василий Матвеевич Матвеев (Мукшанов) тытăннă йăхра. Тĕплĕнрех акă мĕнле пулнă. Вăл 1921 çулта Тăвай районĕнчи Сăхăтпуç хĕрĕпе Агриппина Ивановнапа пĕрлешет. Вĕсен икĕ хĕрпе ултă ывăл ỹссе çитĕннĕ. Амăшне ачисене çуратса лайăх воспитани парса ỹстернĕшĕн "Ача амăшĕ-героиня" медаль парса чыс тунă. Йышлă ачисене упăшкисĕр пурнăç çулĕ çине пĕччен тăратма пĕрре те çăмăл пулман ăна...

Василий Матвеев (1895 çулта çуралнă) Империализм тата Граждан вăрçисенчен таврăнсан 1922 çултан пуçласа Шăхальти ялпора ĕçлет. Хатĕрлевçĕре, сутуçăра, ялпо правленийĕн председателĕн заместителĕнче вăй хурать. 1942 çулта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине тухса каять. Тепĕр çултанах, июль уйăхĕнче, тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçса пуçне хурать.

- Эпир аслă пиччепе, Мишшапа, шкулта вĕреннĕ чухнех аттене пулăшма çỹреттĕмĕр, - аса илет час-часах Василий Матвеевичăн иккĕмĕш ывăлĕ, вăрçă, коопераци юхăмĕн ветеранĕ Семен Васильевич. - Аттене пысăк çемьене тытса тăма пĕрре те çăмăл пулман. Пирĕн "Маруся" тесе чĕнекен лаша пурччĕ. Ĕçре пулăшма ăна "Социализм" пĕрлешỹллĕ хуçалăх панăччĕ. Ăна кỹлсе эпир килсем тăрăх сар çу, çăмарта, тир тата ытти чĕр тавар пуçтарса çỹреттĕмĕр... Атте фронта кайсан Мишша пичче (1923 çулта çуралнă) ун вырăнĕнче, ялпо правленийĕн председателĕнче ĕçлеме тытăнчĕ. Анчах та вăтам шкултан вĕренсе тухни çинчен свидетельство илсенех 1942 çулта июль уйăхĕнче ăна та Хĕрлĕ Çара илчĕç. 1943 çулта февраль уйăхĕнче вăл та çапăçу хирĕнче ĕмĕрлĕхех юлать...

Семен Васильевича ашшĕпе пиччĕшĕн пархатарлă ĕçне малалла тăсма Турă хăй пỹрнĕ тейĕн. Ăна хаяр вăрçă та чарайман... 1943-1950 çулсенче Хĕрлĕ Çарта пулать. Милитаристла Японие хирĕç пынă хаяр çапăçусене хутшăнать, II степень Аслă Отечественнăй вăрçă, "Хисеп Палли" орденсемпе медальсене тивĕçет.

Мирлĕ ĕçе таврăнсан вăл хăйĕн пĕтĕм вăй-халне, пурнăçне коопераци юхăмне малалла аталантарассишĕн парать. Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси ялпо правленийĕн председателĕн заместителĕнче, ун хыççăн 1962-1986 çулсенче Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн заместителĕнче, 1986 çултан вара Шупашкарти кооператив институтĕнче факультет деканĕнче, социаллă экономика теорийĕсен кафедрин доцентĕнче нумай вăхăт ĕçленĕ. Мăшăрĕпе, Анна Александровнапа (вăл кооператив техникумĕнче преподавательте ĕçлесе пенсие тухнă), икĕ хĕрача пăхса ỹстернĕ.

С.В.Васильев - коопераци юхăмне халалланă чылай кĕнеке авторĕ.

Потребитель кооперацийĕнчи ĕç стажĕ - 52 çул.

Семен Васильевич Васильев - хăй вăхăтĕнче Мускаври кооператив университечĕн Шупашкарти кооператив институчĕн филиалне уçас тĕлĕшпе активлă тăрăшнă çынсенчен пĕри.

Василий Матвеевич Матвеевăн аслă хĕрĕн - Зоя Васильевнан хĕрĕ те, Валентина Петровна, Шупашкарти кооператив техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1972 çултанпа Вăрмар райповĕнче вăй хурать. Малтан тавароведра ĕçлерĕ, халĕ чылай вăхăт ĕнтĕ складсен заведующийĕнче тăрăшать. Унăн аслă хĕрĕ Надежда Витальевна Миронова та кукашшĕ çулĕпех кайрĕ. Вăл, кооператив техникумĕнчен вĕренсе тухсан, пĕр вăхăт райпо системинче вăй хучĕ. Кăçал вара Шупашкарти кооператив институтĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухса аслă пĕлỹллĕ коопераци ĕçченĕ пулса тăчĕ.

В. КУЗЬМИН.



15 октября 2005
00:00
Поделиться